Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВАТĂСЕНЕ ЧЫСЛАРĕç

03 октября 2012 г.

Çамрăк чухне ватлăх çинчен шутламастпăр-ха эпир. Анчах пурнăçĕ хăвăрт иртет – асатте-асанне пулнине сисместпĕр те. Районта паян 11785 пенсионер пурăнать. Вĕсенчен 8381-шĕ ватăлăхпа тивĕçлĕ канăва тухнă. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕ пĕччен пурăнакан 124 çынна пăхса тăрать. Кзыл Чишмари вăхăтлăх пурăнмалли ватăсемпе сусăрсен уйрăмĕнче 22ĕн хÿтлĕх тупнă.

Тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе районта чылай çĕрте уяв каçĕсем иртрĕç. Акă, Нăрваш Шăхалĕнче “Чунăрпа ан ватăлăр, ветерансем” мероприяти йĕркелерĕç. Хисеплĕ çынсене ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Айкин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, “Труд” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Н. Михайлов саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.

“Асамат кĕперĕ” ансамбль хăйĕн черетлĕ сезонне уçнă май çĕнĕ юрăсемпе савăнтарчĕ. Г. Кузьмина, Г. Айкина, Н. Раськина, А. Шлаева, Н. Алексеев юрăçсем С. Фролова музыка ертÿçи пулăшнипе чуна пырса тивекен çаврăмсем шăрантарчĕç. Ватăсем те артистсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç.

Çавра сĕтел хушшинче ăш пиллĕ калаçу малалла тăсăлчĕ. Нăрваш Шăхалĕнче, Вăрманхĕрри Шăхалĕнче, Ясная Полянăра пурăнакансем çамрăк чухнехи вăхăта, ĕçпе пиçĕхнĕ тапхăра аса илчĕç.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика