15 августа 2012 г.
Шăмат кун, çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Лондонра иртекен çуллахи Олимп вăййисенче маунтинбайкăн кросс-кантри дисциплинипе ăмăрту иртнĕ. Унта Раççей чысне пирĕн ентеш, Нăрваш Шăхаль хĕрĕ И. Калентьева хÿтĕленĕ. Шел пулин те, Пекинри Олимп вăййисенче бронза медале тивĕçнĕ спортсменка хальхинче тăваттăмĕш вырăн çеç йышăннă.
“Трасса питĕ лайăх, хама унта хăтлă туяттăм. Малтанхи кунтанах манăн та, ыттисенни пекех, тренировкăсем ирттерме те май пулчĕ. Медаль çĕнсе илессишĕн тăрăшрăм, анчах тепĕр гонщицăпа иксĕмĕр хушшинчи ăмăрту веçех татса пачĕ. Эпĕ питĕ лайăх формăра, çавна май тăваттăмĕш вырăн çеç йышăнни питĕ кÿренÿллĕ”, – тесе И. Калентьева пĕлтернине хыпарлать Олимп Вăййисен пресс-служби.
Ентешĕмĕр пĕрремĕш çаврăмрах лидерсен ушкăнĕнче пынă, анчах унпа тупăшакансенчен пĕринпе сиксе тухнă техника кăлтăкне пула вăл чарăнса тăнă. Кайран та малтисенчен нумай юлман, апла пулин те вăхăта çухатнипе хăваласа çитеймен, çавна май финиша тăваттăмĕш кĕнĕ.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)