Нăрваш Шăхалĕнче, çак ялта çуралса ÿснĕ Ирина Калентьевана (Ягупована) хисеплесе маунтинбайкăн кросс-кантри дисциплинипе Раççей Кубок ăмăртăвĕн 12-мĕш этапне уçнă çĕре райадминистраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Айкин, В. Ярды ячĕллĕ спорт шкулĕн директорĕ, Чăваш Республикинчи велоспорт федерацийĕн президенчĕ В. Мулендеев, “Паттăр” спорт шкул директорĕ А. Краснов, И. Калентьеван ашшĕпе амăшĕ – Евдокия Васильевнапа Николай Васильевич хутшăнчĕç. Унтан районти спортсменсем старта тăчĕç.
Велоспорта кăмăллакансене çанталăкĕ те хĕрхенчĕ курăнать. Ытти районсенче çумăр çуни пирки те калаçкаларĕç, пирĕн патăрта вăл упа сурчăкĕ пек анчах вĕтĕртетсе илчĕ.
Старта чи малтан 2000 çулта çуралнă тата кĕçĕнрех хĕр ачасем тухрĕç. Çулĕсене кура мар вăйлă та маттур ăмăртрĕç вĕсем. Çырма-çатра тăрăх ярăнасси, ятарласа тунă чăрмавсене çĕнтересси пĕрре те çăмăл пулмарĕ. Ÿкрĕç, тăчĕç, нăйăлтатмасăр малалла талпăнчĕç. Шăпах çак вăхăтра пĕрĕхме пуçланă çумăр трассăна кăшт йĕпетрĕ, çавна май вĕсене тата та йывăра лекрĕ-тĕр. Спортра вăйлисем çĕнтереççĕ. Финиша чи малтан пирĕн район хĕрĕ, Нăрваш Шăхалĕнче çуралнă О. Кузьмина, кĕчĕ. Ун хыççăн А. Пидюковапа (Шупашкар) А. Тукмакова (Нăрваш Шăхаль) çитрĕç.
Унтан вĕсемпе пĕр çулти арçын ачасем ăмăртăва тухрĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Вăрмар каччи А. Горшков, Чулхула облаçĕнчи А. Комарова кăшт çеç хăваласа çитеймерĕ, çавна май унăн иккĕмĕш вырăнпа çырлахма тиврĕ. Виççĕмĕшне те Чулхула облаçĕнчи С. Блинов йышăнчĕ.
1998 – 1999 çулсенче çут тĕнчене килнĕ пикесем ăмăртнă чухне вĕсен опыт пурри тÿрех сисĕнчĕ. Çырмасене аннă, хăпарнă чухне те вăя тĕрĕс усă курма тăрăшрĕç. Малти вырăнсене К. Ильина (Нăрваш Шăхаль), А. Кечкасова (Чулхула облаçĕ), М. Чубукова (Вăрмар) тухрĕç. Çак çулсенчех çуралнă каччăсенчен Çĕнĕ Шупашкарти И. Иванов, Вăрмарти Н. Мясниковпа А. Белов çĕнтерчĕç.
Аслăрах хĕрсемпе каччăсенчен (1996 — 1997 çулта çуралнисем) финиша Р. Скобелева (Сестрорецк), Н. Моложина (Шупашкар), М. Семенова (Шупашкар), А. Раськин (Сестрорецкшăн тата районшăн ăмăртнă), В. Михайлов (Сестрорецк, Вăрмар), Д. Александров (Сестрорецк, Вăрмар) малтан кĕчĕç.
Хĕрарăмсенчен финиша малтан Шупашкарти К. Кириллова кĕчĕ. Хыççăнах унăн ентешĕсем – Е. Гусарова тата Э. Петрова – çитрĕç. Арçынсенчен пĕрремĕш тата виççĕмĕш вырăнсене Казахстанран килнĕ К. Казанцев, Н. Зайцев тухрĕç, республикăн тĕп хулинче пурăнакан Е. Гаврилов – иккĕмĕш.
Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесем парса чысларĕç. |