28 июля 2012 г.
Хальхи вăхăтра ял поселенийĕсенчи вырăнти депутатсем пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тăваççĕ. Тÿлевсĕр пулин те вĕсем йывăр ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. Халăх суйланă депутат пуриншĕн те ырă тĕслĕхре пулмалла, паллах. Вăрманхĕрри Шăхалĕнчен суйланнă “халăх тарçи” Матвеев Анатолий Алексеевич шăпах çавăн пеккисенчен пĕри.
Çак тивĕçре нумай вăхăт тăрăшмасть пулин те, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ăна интереслентерекен ыйтусене май килнĕ таран тивĕçтерме тăрăшать. Ял халăхшăн тĕп ыйтусенчен пĕри – чиркÿ тăвасси. Кÿршĕ ялсене çитсе килме питех çăмăлах мар ватăсене. Çавăнпа ку пурне те пăшăрхантарать. Чиркÿ советĕнче пулнă май, Анатолий Алексеевич, ытти депутатсем евĕрлех, ăна хута ярассишĕн тăрăшса сăваплă ĕç йĕркелет: кĕлĕ çуртне çĕклеме укçа пухать. Нумаях пулмасть, вилнисене асăннă кун, çынсенчен 16 пин укçа пуçтарнă вăл. Урамра асфальт сарас проблемăпа та ун патне пыраççĕ. Патшалăх программи тăрăх ку задача çитес вăхăтра пурнăçласса шанать А. Матвеев. Хăйĕн округĕнчи çынсемпе пĕрле урамсене тирпей-илем кĕртес шутпа субботниксем ирттерет. Сăмахран, пĕлтĕр ку ĕçе йĕркеленĕ чух çул хĕррипе ÿсекен курăксене çулса тухнă, выртса çÿрекен çуп-çапа пуçтарнă, чылай йывăç лартнă.
Ахаль тăракан çынсенчен мар Анатолий Алексеевич: темиçе ĕçе те ĕлкĕрме васкать. Колхозра 30 çул ытла тракторпа ĕçлет, халĕ акă утă турттарать. Матвеевсен çемйинчен пурин те тĕслĕх илмелĕх пур. Мария Борисовна мăшăрĕпе 2 ача пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратнă вĕсем, 4 мăнукпа савăнса пурăнаççĕ.
Çапла депутат ял халăхĕн пурнăçне çăмăллатма тăрăшать. Вĕсене сăмахпа йăпатса кирлĕ сĕнÿ те пама ÿркенмест. Ахальтен каламан ĕнтĕ ÿркенмен ăста пулнă тесе.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)