Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăххисем паллă

25 июля 2012 г.

Лартнă йывăç-курăк лаптăкне ÿстерес, эстетикăлла капăрлатас тата çĕнетсе илемлетес, объ-ектсене тирпей-илемлĕ тытса тăрас енĕпе районта çулленех сакăр номинаципе конкурс ирттереççĕ. Вăл кăçал та малалла пырать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн ятарлă комисси председателĕ пулма райадминистраци пуçлăхĕн çумне – строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникне И. Дикина çирĕплетнĕ.

Конкурс положенийĕпе килĕшÿллĕн “Чи кăтартуллă яла”, “Кăтартуллă урама”, “Чи лайăх хушма хуçалăха”, “Нумай хваттерлĕ çуртсенчи кăтартуллă картише”, “Чи тирпейлĕ администраци çуртне”, “Социаллă сферăри чи хăтлă объекта”, “Чи кăтартуллă суту-илÿ объектне”, “Чи тирпейлĕ обществăлла çăл куçа” тупса хак памалла. Конкурс пĕ-тĕмлетĕвĕпе мала тухнисене преми тивĕçет. Пĕрремĕш категорине ял тăрăхĕсенчи администраци центрĕсем, иккĕмĕшне – ялсем, урамсем, картишсем, администраци çурчĕсем, социаллă сферăри, суту-илÿри объектсем, обществăлла пусăсем е çăл куçсем кĕреççĕ. Çĕнтерÿçĕсене пĕрер преми пама пăхнă. “Чи лайăх хушма хуçалăхшăн” виçĕ вырăн уйăрнă.

Иртнĕ çул ял тăрăхĕсенчи ял центрĕсенчен “Чи тирпейлĕ ял” номинацире Шăнкăртам çĕнтерÿçĕ ята тивĕçнĕ. “Чи кăтартуллă ял” хисепе Анат Туçа ялĕ илнĕ.

“Чи кăтартуллă урам” ята Шăнкăртамри Нариман урамне панă. “Чи ла-йăх хушма хуçалăх” номинацире пĕрремĕш вырăн Нăрваш Шăхалĕнчи В. Шайманов, иккĕмĕшне Турханти Г. Осипов, виççĕмĕшне Ыхра Çырминчи Н. Даутов хуçалăхĕсем йышăннă.

Ытти сферăсемпе илес пулсан çак номинацисемпе çĕнтерÿçĕсене палăртнă:

“Чи тирпейлĕ администраци çурчĕ” – “Россельхозбанк” филиалĕн Патăрьелĕнчи офисĕ,

“Социаллă сферăри чи хăтлă объект” – Турханти психоневрологи интерначĕ,

“Чи кăтартуллă суту-илÿ объекчĕ” – Первомайскинчи П. Никитин предпринимателĕн “Анат” лавкки.

“Чи тирпейлĕ обществăлла çăл куç”– Ыхра Çырми ял тăрăхĕнчи Çветтуй Пантелеймон ячĕллĕ çăл куç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика