18 июля 2012 г.
Кашни çыннăн пурнăçĕнче пĕрремĕш хут пулса иртекен япаласем пурах. Пĕрремĕш хут каланă сăмах, аннепе пĕрле тунă пĕрремĕш утăмсем...Вăлах пире шкула пĕрремĕш класа илсе каять. Пĕрремĕш учитель...тата... Акă шăнкăрав янăрарĕ. Эпир – шкул ачисем. Парттăсем хушшине вырнаçрăмăр та хамăрăн учительницăна тимлĕн итлеме тытăнтăмăр. Кунсерен вăл пире шутлама, вулама-çырма вĕрентрĕ. Çак ăс-тăн пире пурнăç тăршшĕпех кирлĕ пулĕ. Ăслăлăх пурăнма çăмăллăх кÿрĕ, шкул пĕтерсен тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕрсе кирлĕ професси илме пулăшĕ. Ку веçех Мария Васильевна Николаеван, пирĕн пĕрремĕш учительницăн тивлечĕ.
Пĕчĕкскерсем, эпир ăна чунтан юрататтăмăр, вăл каланă мĕн пур сăмаха ăша хывса тата та ăслăрах пулма ăнтăлаттăмăр. Вăл ирттернĕ кашни урок куç умĕнчех тейĕн. Мария Васильевна каланă сăмах, (хавхалануллă-и вăл е ятлаçуллă, пур пĕрех) халĕ те пуçрах. Пире кунран-кун нумайрах ăс парас тесе пĕр тĕпренчĕк вăйне те шеллеместчĕ пĕрремĕш учителĕмĕр. Эпир ăслă та маттур, пултаруллă ачасем пулччăр тесе тăрăшатчĕ, тĕрлĕ вăйăсемпе конкурссем ирттеретчĕ, пушă вăхăтра çут çанталăкпа киленме, канма çул çÿреве илсе каятчĕ.
Сисĕнмерĕ те, çаплах тăватă çул иртсе кайрĕ. Вĕренĕвĕн анлă сукмакĕпе малалла кайма вăхăт çитрĕ пулин те, иккĕмĕш “аннепе” сыв пуллашма çăмăл пулмарĕ. Вăтам классенче вĕреннĕ чух ун патне час-часах çÿреттĕмĕр эпир, пĕрле вĕренсе ирттернĕ вăхăта аса илеттĕмĕр. Шкул вĕренсе тухнă пулсан та, халĕ те хамăрăн юратнă Мария Васильевнăна кулленех ырăпа асăнатпăр.
Учитель пуласси – чăн-чăн пултарулăх. Унăн ача патне хăйĕн ăслăлăхне илсе çитерме тăрăшмалла. Паллах, кашни учитель вĕренекенĕн çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать. Анчах чи пысăк савăнăç вăл – тав туни. Пирĕншĕн вăй-халăрпа вăхăтăра, чăтăмлăхăра шеллемесĕр вĕрентнишĕн тавах сире, Мария Васильевна!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)