11 июля 2012 г.
Сывлăхпа нумай çул пурăнас ĕмĕтлисем çĕр çинче питех те чылайăн. Анчах тăхăр теçетке урлă каçнă ватăсем сайра- хутра тĕл пулаççĕ. Вĕсенчен пĕри – Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Анастасия Платоновна Платонова. Вăл 1914 çулхи чÿк уйăхĕнче хресчен çемйинче çуралнă. “Пирĕн çемьере тăхăр ачаччĕ. Эпĕ – кĕçĕннисенчен пĕри. Аслă пиччесем вăрçăра вилнĕ”, – аса илет кинемей.
Шкулта вĕренме май пулманран хĕр пĕрчи çамрăклах ĕçе хăнăхнă: çăм арланă, пир тĕртнĕ... Хатĕр тавара кÿршĕ ялсене тухса сутнă. “Вăл вăхăтра хальхи пек телевизор, радио мĕнне пĕлмен, каçсерен вăхăта ирттерме вăййа тухаттăмăр, улах лараттăмăр. Балалайкăсемпе, купăссемпе юрласа-ташласа савăнаттăмăр вара”, - калаçăва малалла тăсать Наçтук аппа.
Пĕве кĕнĕ хĕр ял каччине Василий Егорович Егорова качча тухать. 1938 çулта вĕсен Александра хĕрĕ çуралать. Ун хыççăн çулталăкран юратнă мăшăрĕ вăрçа тухса каять. Салтакăн тарлă аттине çичĕ çул тăхăнма тивет Ваççа тетен. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăнать, çĕнтерĕве кĕтсе илет... Юлашкинчен вара офицер пакунĕпе хисеплĕн тăван яла таврăнать.
Салтак арăмне шăпа сăпкара сиктермен. Çамрăклах окоп чавнă çĕре явăçнă, уй-хир ĕçĕсене хастар хутшăннă. Çав вăхăтрах пăянамăшĕпе пĕрле пурăнса пĕчĕк хĕр çитĕнтернĕ, пурнăçа сыпăнтарма фермăра тăрăшнă.
Хальхи вăхăтра 97 урлă каçнă кинемей хăйĕн Лена мăнукĕн çемйипе пĕрле пысăк та хăтлă икĕ хутлă çуртра пурăнать.“Мана лайăх пăхаççĕ”, – тет вăл кăмăллăн. Сывлăх енчен аптрамасть-ха карчамас, куç чирĕ çеç канăç памасть ăна. Ялта чи нумай пурăнакан хисеплĕ ватă пуян: унăн 7 мăнук, мăнукĕсен 13 ачи тата 7 кĕçĕн мăнукĕ. Телейлĕ кукамай!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)