Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи ватă вулакан 91 çулта, чи çамрăкки–виççĕре

30 мая 2012 г.

КĂЧУХНЕ çынсем компьютер мелĕсемпе усă курса хăйсен тавра курăмне чылай анлăлатаççĕ. Ăслă техникăн вăрттăнлăхне алла илнисем кирлĕ чухне хăйсемех тухтăра та, инженера та, повара тата ыттине те пултараççĕ. Ан ÿркен çеç! Пĕчĕк арча çăмăллăхĕпех студентсем ниçта тухмасăр реферат, диплом, наука ĕçĕсем çыраççĕ, тĕрлĕрен авторсен пултарулăхĕпе паллашаççĕ... Çапах паян вулавăша килсе ăша пусаракансем те йышлă. Иртнĕ эрнере библиотекарьсем хăйсен професси уявне паллă тунă май, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче “чун апачĕшĕн” çулталăк тăршшĕпех хыпса çунакансене палăртнă. Районта вĕсем сахалăн мар, пурне те ятран асăнса пĕтереймĕн. Шăхачри А.Беляева пирки вара уйрăммăн палăртмалла. Анна Андреевна вуннăмĕш теçеткене куçнă пулин те алă туни хулăнăш кĕнекесене пĕрин хыççăн тепĕрне шĕкĕлчет. Кирлĕ пулсан, содержанине те каласа парать. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче виçĕ çул каялла çеç кун çути курнă Фаина Софронова та кĕнеке тусĕ пулас шанăç пысăк. Пĕчĕк Нарспи халех алфавитри мĕнпур саспаллисене пĕлет. Çавăнпах ĕнтĕ вăл ял библиотекинчи пысăк ÿкерчĕклĕ юмахсене хăй чĕлхипе йăлтах ăнлантарать. Вăт маттур!

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика