Республикăра вуннăмĕш çул ĕç династийĕсен слетне йĕркелеççĕ. Кăçал ăна апрелĕн 28-мĕшĕнче, К.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи театрĕнче, ирттернĕ. Сцена çине тухма районсенчи тата хуласенчи 34 йăх тивĕçнĕ. Савăнăçлă церемоние Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев уçнă.
Слета пирĕн районтан та çуллен хастар хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр Кивĕ Ахпÿртри Салминсем, 2010 çулта Турханти Чернышовсем Чăваш Енĕн тĕп хулине çитсе килчĕç. Кăçал çак чыса Нăрваш Шăхалĕнчи Васильевсем “Ял хуçалăх ĕçченĕсен династийĕ” ятпа тивĕçрĕç. Сăмах май, районта пысăк стажлă 63 çемьене шута илнĕ. Чи-чи нумаййи – Патăрьелĕнчи Волковсен–Кудряшовсен, вĕсен вăл 600 çултан та иртет.
Васильевсен династине пуçарса яраканĕ – Васильева Елена Федоровна. Вăл 28 çул колхозра ĕçленĕ. Маттурлăхĕпе, пултаруллă пулнипе палăрса тăнă. Амăшĕн йĕрĕпе малалла ывăлĕ утнă. Василий Петрович ĕмĕр тăршшĕпе “Труд” хуçалăхра трактористра, водительте, слесарьте вăй хунă. Хисеплĕ арçын 55 çул хура çĕре хăйĕн тарĕпе шăварнă. Мăшăрĕ те, Ирина Гавриловна, ют çĕре кайса вăрăм укçа шыраса курман. 41 çул колхозра тимленĕ. Паян вĕсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Ачисем те тăван ялтах тымар янă. Хĕрĕ, Галина Васильевна, “Труд” хуçалăхрах экономистра, тĕп экономистра, аслă бухгалтерта тăрăшнă. Хальхи вăхăтра – ертÿçĕн çумĕ. Унăн стажĕ 31 çул. Г.Васильева “Чăваш Республикин хисеплĕ экономисчĕ” паллăна илнĕ.
Ывăлĕ, Михаил Васльевич, тĕп зоотехник. Вăл хуçалăхра вăй хума тытăнни 30 çул çитнĕ. Шаннă тивĕçе чунтан пурнăçланăшăн Чăваш Республикин Президенчĕн Тавне тивĕçнĕ.
Кĕрÿшĕ Ю. Григорьев та хăйсем пекех пултаруллă. Малтан колхозра, кайран ĕç сыхлавĕн инженерĕнче, кадр пайĕн начальникĕнче тимленĕ. Халĕ вăл – “Шанс” агрофирмăн генеральнăй директорĕ.
Васильевсен пĕрлехи ĕç стажĕ 219 çул пухăнать. Тăван тăрăхра ĕçлесех вĕсем республика ша-йĕнче палăрчĕç. |