Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «УТМĂЛТУРАТ» ХАЛĂХА САВĂНТАРАТЬ

21 мая 2012 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи культура керменĕнче тĕрлĕ кружок ĕçлет. Вĕсенчен пĕри “Утмăлтурат” ансамбль. Унта ытларах хĕрарăмсем çÿреççĕ. Вăл икĕ çул каялла йĕркеленчĕ. Ушкăна ĕçпе спорт ветеранĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В.Бородкин ертсе пырать. Юрăçсем вара – “Труд” ял хуçалăх кооперативĕнче ĕçлекенсем. Репертуарта ытларах чăваш халăх юррисем. Василий Михайлович тĕрлĕ поэт сăввисемпе кĕвĕленĕ тата хăй шăрçаланă юрăсем халăха килĕшеççĕ. Кăçал, акă, ташă ушкăнĕ те йĕркеленчĕ. Унта ял çамрăкĕсем, лавккасенче ĕçлекенсем тата вăтам шкулăн аслă класĕсенче вĕренекенсем пуçтарăнчĕç. Ертÿçи вара–ял тăрăхĕнче ĕçлекен В.Исакова. Ансамбль район тата республикăри конкурссенче палăрнă Н.Алексеев музыка учителĕ пысăк пулăшу парать. Хăй юрланисĕр пуçне аппаратурăпа сасăсене йĕркелесе пырать. Халăха тĕрлĕ шÿт-камитлĕ сценкăсем те килĕшеççĕ. Кунта хăйĕн пултарулăхĕпе Т.Узалукова палăрать. Артистсем кÿршĕллĕ ялсенче çеç мар, юнашар районсенче пурăнакансене те хăйсен концерчĕсемпе савăнтарчĕç. Пĕлтĕр Çĕньял, Аслă Чемен, Упамса, Хурама Твар, Именкасси, Шăмăршăри Карапай Шăмăршă, Комсомольски районĕнчи Йÿç Шăхаль ялĕсенче пулчĕç. Кăçал та Каçал тăрăхĕнчи Шурут тата Нĕркеç ялĕсене çитрĕç. Çын хушшинче çÿренĕ май мĕн асăрхатăн-ха; Халăхсен культура шайĕ ÿсет. Çапах хăш-пĕрисене Нĕркеç ял халăхĕпе танлаштарма çук. Вĕсем пĕр сасă кăлармасăр юррăн сăмахĕсене итлесе, тимлесе лараççĕ те тав туса чылай вăхăт алă çупаççĕ, сцена çине тепĕр хут тухма ыйтаççĕ. Караокепе юрланине пачах та ăнланма çук-çке. Музыкине тем пек вăйлă яраççĕ. Халăха çак сасă йăлăхтарнă та пулас. Паллах, çамрăксем чăтаяççĕ-ха ăна, анчах зала концерт курма пуçтарăннă халăх хушшинче аслă çулсенчисем ытларах-çке.

Çынсем хут купăс, баян сассине те тунсăхласа çитнĕ. Шупашкартан килекен артистсен концерчĕсене сахал çÿре пуçларĕ. Вĕсем ялан хăйсен пĕр юррине юрланине тата çав кĕмсĕр-кĕмсĕр сасăпа пуç кĕрлекен пулнине çирĕплетеççĕ.

Пирĕн ялта культура ĕçченĕсене ял тăрăхĕн администрацийĕ, “Труд” ял хуçалăх тата “Шанс” агрофирма ер-тÿçисем–Н.Айкин, Н.Михайлов, Ю. Григорьев– яланах пулăшаççĕ , техникăпа тивĕçтереççĕ. Ансамбльте уйрăм юрлакансенчен С.Николаевана, Н.Алексеева, Л.Алексеевана, В.Капитонована палăртмалла. Н.Трифонов, çамрăк мар пулсан та, “Яблочко” ташшипе савăнтарать.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика