Улми йывăççинчен аякка ÿкмест, теççĕ. Ун çумне хушса çакна та калас килет: ыр çын пуласси ачаранах паллă. Сăмахăма Нăрваш Шăхалĕнчи Валерий Петровичпа Валентина Владимировна Михайловсем пирки пуçарасшăн. Вĕсем – ял халăхĕшĕн ырă тĕслĕхлĕ те кăтартуллă çемье. Сывă пурнăç йĕркине кăмăллаççĕ, спортпа питĕ туслă. Ку тĕлĕшпе ачисене те мĕн пĕчĕкрен тĕрĕс воспитани параççĕ.
Виçĕ чиперкке çитĕнтетеççĕ Михайловсем. Çемье хавхаланăвĕсем пĕринчен тепри хăйсен çитĕнĕвĕпе савăнтараççĕ. Настя кăçал вăтам шкулпа сывпуллашать. Вĕренÿре лайăх ĕлкĕрсе пырса 2010 çулта Президент стипендине тивĕçнĕ хĕр Мускаври пĕр академин студенчĕ пулма ĕмĕтленет. Турă пулăштăрах.
Хĕр ачана аслă шкулта пĕлĕвне малалла тăсма унăн спортри хастарлăхĕ те пулăшĕ. Сакăр çултах вăл ашшĕ тăрăшнипе тата хистенипе икĕ урапаллă ута утланнă. Каярахпа вара уншăн велосипед спорчĕ, сăртлă-туллă чăрмавсене парăнтарасси ырă чир пулса кайнă. Çак енĕпе вăл темиçе хутчен те Раççей чемпионатне хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ, кубок илме тивĕçнĕ. 2011 çулхи вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче спортсменка карьерăн пĕрремĕш пусми çине çирĕппĕн хăпарнă. 11 класс хĕрачи Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă!
Чылай чухне çемьере аслă ачаран кĕçĕннисем тĕслĕх илеççĕ, унăн çулĕпе каяççĕ. Михайловсен те çаплах. Снежана йăмăкĕ тата иртерех – 7 çултах аппăшĕпе юнашар старта тăнă. Вăл та ун пекех маутинбайк енĕпе Раççей чемпионатне те сахал мар хутшăннă. Пултарулăхĕпе хастарлăхне кăтартакан портфолиора нумай Хисеп грамоти, Тав хучĕсем упранаççĕ. Хальхи вăхăтра Снежана Санкт-Петербургри Олимп резервĕсем хатĕрлекен шкулта вĕренет, Президент стипендине илсе тăрать. Сăмах май каласан, спортсменсен çак шкулĕнче хăйсен ентешĕ, тĕнчипе паллă Ирина Ягупова пек паллă спортсмен пулма ĕмĕтленекенсем тата та пур: А. Раськин, М. Филиппова, А. Бородкин. Нăрваш Шăхальсен спортри ял хавалĕ сарăлсах пырать...
Михайловсен çемйинче тепĕр шанăç та ÿсет-ха. Вăл виççĕмĕш хĕрĕ – Арина. Вут пек вĕрискер, пăрчăкан пек чĕрĕскер, иккĕ тултаричченех вăл “Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010” чупăва хутшăнса пĕрремĕш парнене çĕнсе илнĕ. Тăваттăри хĕрача кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнă. Ашшĕшĕн кĕçĕнни амăшĕ евĕр йĕлтĕрçĕ, çăмăл атлет пулассăн туйăнать.
– Ачасем сывă та тĕреклĕ ÿсчĕр, спортра кашни хăйсен вырăнне тупчăр тесе эпир, мăшăрăмпа нихăçан та укçа-тенкĕ шеллемен. Унсăрăн çитĕнÿ те, çĕнтерÿ те пулмасть. Яланах хĕрсене кирлĕ инвентарьпе, тумпа тивĕçтернĕ. Хăлтăр-халтăр велосипедпа ăсталăха туптаймастăн. Лайăххи вара 120-150 пин тăрать. Турă панă пултарулăха мĕншĕн аталантармалла мар; Хĕрсен пĕрремĕш тренерĕ хам пулнăран, эпĕ вĕсен ÿсĕмне пилĕк пÿрне пек пĕлсе тăнă, – сăпайлăн каласа парать ашшĕ.
Спорт çемйине районта та пĕлмен çын сахал пулĕ. Вĕсем кашни çулах Юхмапа Пăла тăрăхĕнче иртекен ăмăртусене мăшăрĕпе, ачисемпе хутшăнаççĕ, пĕрремĕш вырăна алăран ямаççĕ.
|