Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мелне пĕлсе йăтаççĕ

24 марта 2012 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи культура керменĕнче çамрăк каччăсемпе хĕр ачасем хушшинче штанга йăтса мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Спортсменсене ра-йонти спорт шкулĕн директорĕ А. Краснов, СССР спорт мастерĕ А. Давыдов, спорт ветеранĕ В. Бородкин саламларĕç.

Ăмăртăва 28 килограмм виçеллĕ хĕр ачасем пуçларĕç. Кунта Патăрьелĕнчи Аня Плешкована çитекенни пулмарĕ. Тепĕр виçере Нăрваш Шăхалĕнчи Наташа Шайманова çĕнтерчĕ. Вăл республика шайĕнчи тупăшусенче те призсене пĕр хутчен çеç мар çĕнсе илнĕ.

53 килограмлă спортсменкăсенчен вара Патăрьелĕнчи Вероника Чернована парăнтаракан тупăнмарĕ. Н. Исливанова ик-кĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Тепĕр виçере икĕ енлĕ тупăшура Е. Краснянскаяна çитекенни пулмарĕ. Командăри хĕр юлташĕ И. Исаева иккĕмĕшне, Алманчăри К. Егорова виççĕмĕшне тухрĕç.

Арçын ачасенчен малтанхи виçепе помост çинче Нăрваш Шăхалĕнчи А. Павлов çĕнтерчĕ.

Тепĕр виçере тупăшу тата çивĕч пычĕ. А. Сухаревпа А. Григорьев кашни упражненинчех штанга йывăрăшне ÿстерсе пычĕç. Пултарулли А. Сухарев пулчĕ. Виççĕмĕш вырăна И. Петров (Алманчă шкулĕ) йышăнчĕ. 34 килограмлисем хушшинче каллех Нăрваш Шăхальсем палăрчĕç. Александр Адикин икĕ енлĕ йăтса 66 килограма çитерчĕ, çĕнтерÿçĕ пулчĕ, иккĕмĕшĕнче – Егор Сымкин (Алманчă), виççĕмĕшĕнче – Николай Анисимов (Патăрьел). Вĕсенчен йывăртарах виçеллисем пиллĕкĕн тупăшрĕç. Кунта Алманчăри Денис Гаврилова çитекенни пулмарĕ. Шăхальти Александр Алексеевпа Денис Иванов иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Алманчăсем тепринче те çÿллĕ шайра пулчĕç. Виктор Фомин чемпион ятне çĕнсе илчĕ, Валерий Шайманов иккĕмĕш, Тимур Раськин виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Вĕсем Нăрваш Шăхалĕнченех. Тепĕр виçери П. Шайманов та ял чысне çухатмарĕ. Иккĕмĕш вырăна Алманчăри П. Карсаков тухрĕ.

Хуçасен тепĕр çитĕнÿ те пур. С. Исаков чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшĕнче – А. Яковлев. А. Раськин икĕ енлĕ йăтса 112 килограма çитерме пултарчĕ. Унăн юлташĕ Н. Никитин иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи А. Чиркин виççĕмĕш пулчĕç.

Куракансене Д. Маллин та тĕлĕнтерчĕ. Вăл икĕ енлĕ йăтса 160 килограма çитерчĕ. Иккĕмĕшĕнче – Д. Давыдов (Нăрваш Шăхаль), виççĕмĕшĕнче А. Артемьев (Алманчă) пулчĕç.

69 килограмлă виçеллисенчен Г. Карсаков (Алманчă), С. Софроновпа А. Ильин (Нăрваш Шăхаль) палăрчĕç. А. Карсаков чăн-чăн штангист пулнине кăтартса пачĕ. Вăл çĕртен çÿле – 90, кăкăр çинчен 105 килограмлă штангăна парăнтарчĕ, чемпион ятне тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта В. Андрианов (Нăрваш Шăхаль) пулчĕ.

Мала тухнă спортсменсем грамотăсемпе медальсене, парнесене тивĕçрĕç. Çамрăксене çĕнтерÿ çулĕ çине тухма Н. Зимин (Алманчă), СССР спорт мастерĕ А. Давыдов ( Нăрваш Шăхаль), Раççей спорт мастерĕ Н. Трифонов (Патăрьел) тренерсем пулăшаççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика