Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадрсенчен нумай килет

08 февраля 2012 г.

Вăхăтĕнче “Труд” хуçалăхра ертÿçĕре ĕçленĕ майăн мана кунти халăхсен хастарлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, культура шайĕ, пĕр-пĕрне пулăшни, çынсен лайăх енĕсене курса вырăнта пурнăçа кĕртни паянхи кун та питĕ савăнтарать. Вĕсен матурлăхне, уйрăм çынсен пултарулăхне палăртса пĕр пĕчĕк статьяра çырса пĕтерес те çук.

Шăхальсем кар тăрса ĕçлеме те, канма та юратаççĕ. Çакăнти пĕр шухăша январĕн 25-мĕшĕнче “Авангардра” пичетленнĕ “Кашнинех тыткăнлаççĕ” статьяна вуласа тухсан та çирĕплетме пулать. Кооперативра тĕллевлĕ аталантарса пыма культура çурчĕн ĕçĕ çÿлĕ шайра пыни те пулăшатех. Канăва йĕркелес енĕпе тăрăшакан Е. Смирнова, О. Алексеева, С. Фролова, А. Кузьмина специалистсем ĕçлес тесех ĕçлеççĕ курăнать. Кашни ялти çакнашкал коллектив халăхпа тачă çыхăнура пулсан, пирĕн общество малалла аталанĕччĕ. Хăшпĕр çĕрте иртнĕ самана юлашкийĕсемех хуçаланаççĕ мар-и-ха;

Телевизор çинче çапăçни, çын вĕлерни, вăрлани, çамрăксене мăшкăлани, ĕçкĕ, наркомани, патшалăх укçине вăрлани, коррупци, взятка, право йĕркисене пăсни çинчен уççăнах кăтартаççĕ. Анчах айăплисене явап тыттарасси пур чухне те пурнăçа кĕрсе пымасть. Çавна пула халăх суд, прокуратура, полици, следстви ĕçченĕсене шансах пĕтермест.

Кашни çын хăйсен яваплă ĕçĕсенче пурнăçра ырă йĕр хăварма тивĕçлĕ. Халăхпа культурăра вăй хуракансен тачă çыхăнура пулмалла. Ваттисемпе те, çамрăксемпе те, çулланнисемпе те час-часах тĕл пулма тивет вĕсен. Унчченрех стена хаçачĕ, “боевой листок” кăларасси те культура ĕçченĕсен тивĕçĕччĕ. Хуçалăх ĕçĕнче малта пыракан механизаторсене, выльăх-чĕрлĕх пăхакансене, ытти пысăк чыса тивĕçнисене хисеплесе клуба пуçтарăнса саламланă, салтака ăсатассине те вĕсемех йĕркеленĕ. Çавăнпа культура ĕçченĕсем хисепре пулнă. Хаçатри статьяра Нăрваш Шăхалĕнче çÿлерех асăннă ĕçсене тытса пыни курăнать. Çакă та кооператива çитĕнÿ тума пулăшать-тĕр. Ман шутпа “Кашнинех тыткăнлаççĕ” материала район шайĕнче культура ĕçченĕсен канашлăвĕнче сÿтсе явмалла, ăна тĕпе хурса ыттисен те пăра тапратмалла. Культура ĕçне пур çĕрте те кирлĕ шая çĕклемеллех. Унăн сÿнмелле мар.

«Авторитета таса чĕрепе, тăрăшуллă вăхăтпа çĕнсе илме çăмăл мар. Çынпа ĕçлессине пур органсен те мала хумалла. Кирлĕ пулсан çанна та тавăрмалла. Халăх тытăмĕн тилхепине тытса пырасси пур енлĕн пулмалла, Çÿлтен кăтартнине, хушнине çеç кĕтсе лармалла мар, лайăххине хамăрăн тума тăрăшмалла».

Шухăша малалла тăсса тепĕр ыйтăва та çĕклесех килет. Хуласенче поэтсене, писательсене, ытти паллă çынсене асра тытса урамсене вĕсен ячĕсене параççĕ, çурчĕсем çине асăну хăмисем çапаççĕ. Ял хуçалăхĕнче те, вĕренÿре, медицинăра курăмлă ĕç тунă çынсем пурах. Мĕншĕн палăртмалла мар вĕсене; Хапхи çине çырса çапма пулать. Çамрăк ăрăва та, çитĕннисене воспитани памалли çăлкуç мар-и-ха çакă; Культура ĕçĕ паян мĕн ыйтнине тивĕçтертĕр тесен, кадрсене те пĕлсе вырнаçтармалла.

 

 

 

 

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика