Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсем – пуçа усманнисем

01 февраля 2012 г.

2010 çулта ирттернĕ пĕтĕм Раççейри çырав кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки 8 çулта çĕр-шывра 2,3 млн çын чакнă. Ытларах вара – ялта. Хулапа танлаштарсан, вăл виçĕ хут ытларах çухату тÿснĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă-ха; Ман шухăшпа, ĕç вырăнĕ çуккипе. Чăнах та, пултаруллисем, пуçа усманнисем тата йывăрлăха парăнма хăнăхманнисем фермер хуçалăхĕсем йĕркелеççĕ. Кун пек çынсем пирĕн районта та пур, тĕслĕхрен – Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Мулендеевсем.

Икĕ хутлă та капмар çурт инçетренех курăнса ларать. Тин кăна çуса кайнă юра нумай пулмасть çеç хырса тасатни кунта тирпейлĕ те ĕçлĕхлĕ çынсем пурăннине систерет. Пиçĕхнипе питне хĕрлĕ тĕс çапнă кил хуçин мăшăрĕ пире кăмăллăн пÿрте кĕме чĕнчĕ. Калаçу çăмăллăн сыпăнчĕ. Сăмах çăмхи сÿтĕлнĕ май, Елена Александровна хуçалăха мĕнле йĕркелени, йывăрлăхсем, çитĕнÿсем пирки каласа пачĕ.

– Мăшăрăм, Анатолий Иванович, ывăлсенчен асли пулнă. Пĕрлешнĕ хыççăн уйрăлса тухса çурт лартма тиврĕ. Укçи-тенки самай кирлĕрен хĕлле иксĕмĕр те Чулхулана виçшер уйăхлăха ĕçлеме тухса каяттăмăр. Пĕчĕк ачасене пăянам та, килĕнтеш те пăхнă. Вĕсене тăратса хăварни, нумай вăхăтлăха уйрăлни чĕрене питĕ ыраттаратчĕ. Кун пек малашне пурăнма май çуккипех упăшка фермер хуçалăхĕ тума шут тытрĕ. Унăн шухăшне хам та хирĕçлемерĕм. Шăллĕпе амăшĕ те ырларĕç, – аса илет Е.Мулендеева.

Икĕ пĕр тăван, Анатолийпе Валерий Мулендеевсем, фермер хуçалăхне 19 çул каялла, йĕркеленĕ. Малтанласа çак утăма тума мĕнле йывăр пулни каламасăрах паллă. Хуçалăхран хăйсен çĕр пайĕсене илсе тухнă хыççăн ирттернĕ пĕрремĕш акана хальхи пекех ас тăваççĕ. Техника çукран колхоз тракторне арендăна илнĕ. Çапла майпа 7 гектар çĕре сухаланă, сухан вăрлăхĕ, тырă акнă, çĕр улми лартнă. Сахăр тата выльăх чĕкĕнтĕрĕсен вăрлăхĕсене вара алă вăйĕпех никĕсе хывнă. Çу каçипе кунне-çĕрне пĕлмесĕр, ырми-канми тăрăшнă. Кÿршĕсем каçса ĕçлесе парасса шанмалли пулман. Туса илнĕ тухăçа кĕркунне сутса пĕрремĕш трактор, ДТ маркăллине, туяннă. Тепĕр çулхине вара хирте унпа тăрăшнă. Тетĕшĕпе шăллĕ пур ĕçе те пурнăçланă.

Çулсем иртнĕ майăн техника шучĕ те нумайланнă. Халĕ икĕ “Беларусь”, пĕр ДТ, тиев турттаракан тата УАЗ автомашинăсем пур. Сухаламалли-акмалли лаптăка та пысăклатнă. Алă-ура çавăрса пыма çăмăлтарах пултăр, сутлăха юрăхсăр пахча çимĕçе сая ярас мар тесе вите тулли выльăх усранă.

– Икĕ ĕне, вăкăрсем тытнă, 3-4 сысна ами çăвăрлаттарнă. Ачасем пур чухне хирте те, кил-хуçалăхра та вăй хума çăмăлтарахчĕ. Таньăпа Надя яланах хамăр çумра пулнă, – калаçăва малалла тăсать Елена Александровна. – Çынсене укçалла тытса ĕçлеттермен. Ытларах нимелле, пĕр-пĕрне пулăшмалла çÿренĕ. Халĕ те çаплах. Малашне пахча çимĕç сахалтарах, тырă ытларах акас тетпĕр.

Ачисене пĕчĕклех çĕре юратма вĕрентни сая кайман. Надя хĕрĕ Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕренет. Нăрваш Шăхаль каччипех, Юрий Васильевпа пĕрлешнĕ. Ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илсе вĕсем пуçланă ĕçе малалла тăсаççĕ. Çамрăк мăшăр тепĕр фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Юрийăн шăллĕ Валерий те хăйĕн пурнăçне уй-хирпе çыхăнтарнă.

– Çĕрпе ĕçлесси çăмăл мар, анчах хамăр акнă тырă шăтса тухсан, кайран пучахсем пуçĕсене усса çил вĕрнипе хумханса ларнине курсан чĕрере ăшă туйăм çуралать Кашни çитĕнÿшĕн, ырă улшăнушăн пĕчĕк ача пекех хĕпĕртетĕн. Туса илнĕ продукцине вырнаçтарасси çеç кăшт йывăртарах. Малашне эпир туса илнĕ пахча çимĕçе те хакласса шанса тăратăп, – тет Е.Мулендеева кăмăллăн сыв пуллашса.

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика