Вăрманхĕрри Шăхалĕнчен тухса вăрманалла пилĕк çухрăм пек кĕрсен, аслă уçланкăна тухатăн. Унăн пĕр кĕтессине вырнаçнă та ĕнтĕ Ясная Поляна поселок. Таврари ялсем те çаплах пĕлеççĕ ăна, хут çине те çавнашкал çыраççĕ. Анчах вырăнта пурăнакансем тата çепĕçрех те хитререх ят панă – Апрушнай ялĕ. Чăн та, ăçтан илнĕ ăна несĕлсем – никамах та лайăх ăнлантарма пĕлмест. Çырма-çатраран куçнă-и вăл, пыллăх ĕшнинчен юлнă-и – лайăх каласа паракан тупăнмарĕ. Тен, апăрша уйĕ вăл; Ун пек шутлакан та пур мĕн. Çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те ытармалла мар тавралăх кунта. Ял мар, пĕр-пĕр кану вырăнĕ тейĕн. Ĕненместĕр пулсан, çитсех курăр.
Пур – пĕрле. Çук – каллех çурмалла Ĕçри тивĕçĕмпе эпĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсене темиçе хут та çитнĕ. Вĕсем хушшинче пысăкки те, вăтамми те, пĕчĕкки те пур. Кашниех вара мăйăрпа йĕкел пекех ăрасна. Хавалĕ те тĕрлĕрен.
Апрушнăйĕнче Çĕнĕ çулпа Раштав савăнăçĕсем вăхăтĕнче пулма тÿр килчĕ. Уй хапхи умĕнче пире ял хастарĕсем Г. Федоровпа О. Шалтынов кĕтсе илчĕç. Поселок историйĕпе аталанăвĕ, ырă улшăнăвĕсем, паллă пулăмсем пирки кунта вĕсенчен тĕплĕнрех пĕлекен те сахал. Каçхине çунă кăпăшка юра пусарăнтарса аслă урампа пынă май, вуншар çул каяллах çак вырăна килсе тымар янă çемьесем пирки хăйсем мĕн пĕлнине пĕрин хыççăн тепри каласа пачĕç.
– Хура курак хăйĕн чĕпписемпе савăннă евĕр, эпир хамăр ялпа мухтанатпăр та. Пĕрре пĕлĕм çинипех çынна пĕлсе çитме çук. Эпир ку тĕлĕшпе пĕр пăт тăвар та çисе янă темелле. Кашни çемьене хамăрăн тăван хурăнташ тесе йышăнатпăр. Вĕсем пирĕн нумай мар, алăри пÿрнесемпех шутласа тухатăн: Тукмаковсем, Шалтыновсем, Симуковсем, Федоровсем, Симуковсем, Асеиновсем, Упоровсем, Поповсем, Федоровсем, Хмелевсем, Софроновсем, Шалтыновсем, Симуковсем, Шалтыновсем. 25 çуртран 14-шĕнче пурнăç кĕрлет темелле, – паллаштарать ял старости, клуб администраторĕ Г. Федоров. Геннадий Павловича ял халăхĕ хисеплесе “Апрушнай ял пуçлăхĕ” тет. Тăван еншĕн, унăн малашлăхĕшĕн чунне пама хатĕр чăваш çакăншăн кÿренмест. “Шанăçа тÿрре çеç кăларасчĕ”, – ăшшăн кулать вăл.
Камсем эсир;
Йăх-несĕлсем ăçтан;
Аякри тăвансен йăх-несĕлĕсем çак вырăна Нăрваш Шăхалĕнчен 1928-мĕш çулсенче килсе тĕпленнĕ. Паян ялта малтанхи вăхăтра пураласа лартнă пĕртен-пĕр çурт юлнă. Вăл та пулин хуçисенчен пушаннă хыççăн самаях вăрман еннелле сулăннă. Малтанхи çемьесем “йăва” çавăрсанах çĕнĕ çĕре Каçал тăрăхĕнчи Нĕркеçрен Суяргинсем килсе ернĕ. Вĕсене ас тăвакансем сахал мар. Йăрă та чĕрĕ чăвашсем тÿрех кирпĕч çапма пикеннĕ. Каярахпа çак ĕçе малалла сарнă, ыттисене явăçтарнă. 1933 çулта Ясная Поляна поселокĕнче Карл Маркс ячĕллĕ колхоз йĕркеленсен, ал ăстисен йышĕ тата хутшăннă. Ял çынни ĕç услови-йĕсене меслетлесе темиçе çул кирпĕч çапнă: тăм турттарса хутăша çырмара лашапа çырнă, алăпа калăпласа çапнă. Унтан колхоз сарайĕсенче типĕтнĕ, пĕр метрлă вутă кĕрекен пысăк вĕри кăмакара хĕртнĕ... Ун хыççăн вара хатĕр продукцие аякка ăсатнă.
Апрушнайра Батановсем пирки те пĕлеççĕ-ха. Ирçе çыннисем çак тăрăха ытахальтен е ăнсăртран тенĕ евĕр кăмăлласа, суйласа илмен-мĕн. Çакскерсем хурăнтан тикĕт, йывăç тымарĕсенчен кăмрăк хатĕрленĕ. Паян вĕсен тăван-пĕтенĕ ялта çук та ĕнтĕ. Хĕрĕсем Карапай Шăмăрша качча тухнă.
Тĕл пулса калаçнă ватă çынсен шухăшĕсене тĕпе хурса аякри тăвансенчен пĕрисене – Апрушнайсене – П. Хусанкай поэтăн аптраман таврашĕсемпех танлаштарас килет. Вĕсем иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчех вутра та çунман, шывра та путман. Пурнăçа саплаштарса пымалли мелсене алăран вĕçермен. Акă мĕн каласа парать кун пирки тараватлă та ĕçчен, тирпейлĕ те пултаруллă Раиса Федорова:
– Пĕр тапхăр эпир çамрăк чухнехи хавхаланупа Шупашкарта ĕçлесе пурăнтăмăр. Тивĕçлĕ канăва тухсан ачаран ÿссе вăй илнĕ ялах килме тĕв тытрăмăр. Мăшăрăмпа, ачасен пулăшăвĕпе çурт-йĕре те, хуралтăсене те çавăртăмăр. Тĕрĕссипе, эпир упăшкапа юнашар çуртрах ÿснĕ. Паллах, вăл манран аслăрах, тăхăр уйăх... (кулать). Эпир унпа йывăрлăхра манăн аннен кăкăрне иксĕмĕр те ĕмнĕ. Тен, çавăнпах килĕштеретпĕр...
Тăван ял хавалĕ манра нихăçан та иксĕлмест. Ачалăхăм çăмăлах килмерĕ. Çапах та вăрманта сухăр пуçтарнă, йывăç чĕрнĕ вăхăтсем асран тухмаççĕ. Вун икĕ çулта чухнех кашни кунах ĕçе утаттăм. Хам вара лĕпĕш пек çăмăлччĕ! Икĕ пăт çурă çеç пулсан та ыттисем пекех 25 килограмлă сухăр витрисене сĕтĕреттĕм. Ун чухне Н. Федорова, Е. Катеева, Е. Чанга, З. Николаева ку тĕлĕшĕпе ĕç паттăрĕсем шутланатчĕç. Паян кун та вĕсене ялта ырăпа аса илеççĕ.
Укçи пулсан-пулмасан та
сывлăха сутăн илме çук
Ялта камалсăр çынсем нумай мар: ытларах ватлăха мăшăрпа ирттереççĕ. Акă, Зоя Ивановнăпа Геннадий Александрович пĕрле пурăнма пикенни кăçал 52 çул çитнĕ. Иккĕшĕ те ятлă-сумлă, хисеплĕ çынсем. Кил хуçи хĕрарăмĕ çур ĕмĕр ял халăхĕн сывлăхĕшĕн тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Гиппократ тупине йышăннă медицина сестри Апрушнайĕнче кам мĕнле чирпе аптăранине йăлтах ас тăвать.
– Тепĕр чухне паян та васкавлă пулăшу ыйтма ман патах килеççĕ. Никама та хирĕçлеместĕп,– тет Зоя Ивановна кăмăллăн.
Çулне кура мар Геннадий Александрович та правур, вашават çÿрет. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пиçĕхнĕ вăл: вăрман каснă, бригадирта, сутуçăра тăрăшнă. Çитмĕл тултаричченех çын хушшинче пулнă. Ватлăха пăхмасăр Шалтыновсем килти хуçалăхра йышлă выльăх усраççĕ, вĕлле хурчĕ ĕрчетеççĕ.
Мăшăр мĕн çамрăкран тирпейлĕ пурнăç йĕркине хăнăхнă. “Ачасемпе мăнуксене савăнтарма сывлăх çеç пултăр, ытти мĕн пур ыйтăва татма пулать”, – теççĕ Пĕр-пĕриншĕн çунакан карчăкпа шăрчăк.
Çавăнпа пуян ял халăхĕ
Вырăнти çынсем кĕрĕк арки йăвалама хăнăхман. Кунта килĕрен тенĕ евĕр тĕрлĕрен техника пур, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ял халăхĕн пысăк пайĕ (80 проценчĕ) паха пыл туса илет. Колхоз-ЯХПК утарĕнче те ылтăн хуртăн 100 ытла çемйи. Вĕсемпе Петр Тукмаков ăста ĕçлет. А. Шалтынов хастар вара хуçалăхра тĕрлĕрен пахча çимĕç туса илнисĕр пуçне картара аллă ытла сурăх усрать! Пĕчĕк ферма вĕт! Поповсем кĕтÿпех кăркка тытаççĕ, хăтлă теплицăра ÿстернĕ пахча çимĕçпе хĕл-каçа савăнаççĕ...
Пĕлме:
ñ 1980 çулта “Труд” колхозăн Ясная Поляна бригади (ертÿçи Г. Шалтынов) кашни гектартан 60 центнер урпа туса илнĕ;
ñ Карл Маркс ячĕллĕ колхозăн пĕрремĕш председателĕ – Дмитрий Алексеевич Симуков;
ñ С. Шалтынов – ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ;
ñ С. Тукмаков – велоспорт енĕпе СССР спорт мастерĕ;
ñ В. Симуков – ГИБДДра полици майорĕ;
ñ 2008 çулта Апрушнай “Районти чи лайăх ял” ята çĕнсе илнĕ;
ñ 2010 çулта Г. П. Федоровăн килти хуçалăхĕ районти конкурсра çĕнтерÿçĕ пулнă;
ñ Ялта Шалтыновсен, Поповсен, Симуковсен çемйисенче пилĕкшер ача çитĕннĕ;
ñ 1930-1960 çулсенче Нăрваш Шăхаль шкулĕн филиалĕ, 1954-2007 çулсенче медпункт ĕçленĕ;
ñ Яла 2008 çулта асфальт çулпа çыхăнтарнă. Чи пысăк ĕмĕт – çут çанталăк газĕ илсе çитересси .
|