25 января 2012 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи Культура çурчĕ ял варрине вырнаçнă. Çавăнпа кăнтăр кунĕнче те ун умĕпе кооператив правленине, ял тăрăхĕн администрацине, почта уйрăмне, уйрăм çынсен, предпринимательсен лавккисене, район центрне тухакан чарăну патне утакан çын самаях. Кашнийĕш кану çурчĕн алăкĕ уçăлса хупăннă самантра шалтан илтĕнекен çепĕç юрра тăнлать, чăваш шăпчăкĕн сассине туять, юрлаканĕ С. Николаева пулнине уйăрса илет. С. Фролова аккомпаниаторпа черетлĕ концерта хатĕрленеççĕ иккен вĕсем. Культура аталанăвĕпе библиотека тивĕçтерĕвĕн центрне кĕрсен çакна эпĕ те асăрхарăм. Зала лăс туратлă чăрăш, сив питлĕ Хĕл Мучи те илем кÿреççĕ. Каçсерен çамрăксем пухăнса акăш евĕр шуса таш ташлаççĕ кунта, мероприяти хыççăн мероприяти ирттереççĕ.
Кану центрĕн ĕç планĕпе Е. Смирнова ертÿçĕ паллаштарчĕ. Иртнĕ çул тухăçлă ĕçленĕ теме пулать. Кăçалхи мероприятисене те палăртнă. Ял тăрăхĕнче пурăнакан юбилярсен списокĕ хатĕр. Хăшĕнпе ятарлă каç ирттереççĕ. Теприсене концерт вăхăтĕнче саламлаççĕ. Пысăк чыса тивĕçлисене уява йыхрав яраççĕ. Çакă çитĕнекен ăрушăн уйрăмах лайăх. Аслашшĕ-асламăшĕ, ашшĕ-амăшĕ, кÿрши-арши çинчен тата та тĕплĕнрех пĕлме пулать. Ваттисен, çамрăксен, çитĕннисен кăмăлĕсене уçмашкăн ял артисчĕсен пултарулăхĕ. Акă, С. Николаева 38 çул сцена çинчен анмасть. Светлана Алексеевна лирикăлла юрăсене килĕштерет. Вăрман-хĕрри Шăхалĕнчи тĕслĕхлĕ библиотекăра ĕçлекен Г. Айкина пирки те çаплах каламалла. Вăл Ираида Вдовина юрăç ячĕпе районта ирттернĕ фестивале хутшăннă. Шупашкарти турта та вăл хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчех. Ăстаçă шăрантаракан “Шур-шур урлă”, “Ыраш пусси” юррисене диск çине çыртарса илчĕç. Сăмах май библиотекарь чăваш юррисен ĕмĕрне тăсас енĕпе сахал мар ĕçлет.
Кану центрĕнче виçĕ ансамбль. “Асамат кĕперне” çемйи-çемйипе çÿреççĕ. Емельяновсем, Волковсем, Белковсем пĕр концертран та юлман. “Çамрăк сасăсем” эстрада юррисене халăх патне çитереççĕ. Унта учительсем те хутшăнаççĕ. Аслăраххисем валли – “Утмăлтурат” ансамбль.
Саккăрмĕш теçеткере пыракан А. Бородкинапа М. Андреева ыттисемшĕн тĕслĕх шутланаççĕ.
Сценкăсем лартма кирлĕ ÿкерчĕксене А. Кузьмина хатĕрлет. Кĕске шÿтсем Л. Софроновăпа Т. Узалукован вырăнлă пулса тухаççĕ. Ял çамрăкĕсемпе районти тата республикăри “Çамрăк сасăсем” фестиваль лауреачĕ Н. Алексеев ĕçлет. Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи клуб заведующийĕ В. Долгов сцена çине баянпа хăй çырнă юрăсемпе тухать.
Иртнĕ çул пултарулăх ушкăнĕсем кÿршĕ ялсене 11 хутчен концертпа тухнă. Вĕсене Сăкăтра, Именкассинче, Çăл Атăкра, Упамсара, Анат Чакăра, ытти ялсенче ăшшăн йышăннă.
Культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем мероприяти пуçаруçисем çеç мар, район, республика шайĕнчи конкурссене кăмăлтан хутшăнакансем те. О. Алексеева методист, акă, “Чăваш пики” конкурсра республика шайĕнче “Хÿхĕм хĕр” номинацине тивĕçрĕ, Нурлатран виççĕмĕш вырăнпа таврăнчĕ. С. Фролова “Бабушки-сударушки” тупăшура çĕнтерчĕ, хăй çырнă такмаксене шăрантарса иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.
Тĕллевлĕ ĕçĕн усси пурах. Специалистсем çамрăксене ташă каçĕсем йĕркелесе параççĕ, вăйăсем выляттараççĕ, конкурссем ирттереççĕ. Урăхла каласан, ĕçрен пушă вăхăта каччăсемпе хĕрсем усăллă ирттерччĕр тесе тăрăшаççĕ. Пурте çакнашкал ĕçлесен çамрăксем йĕрке пăсас çул çинчен те пăрăннă пулĕччĕç, авалтан пыракан йăла-йĕрке те ламран-лама куçĕччĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)