Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУЛАВĂШРА ЯЛАН ĂШĂ

21 января 2012 г.

Компьютер ĕмĕрĕ вăй илсе пынă тапхăрта килти архивсенче упранакан ал туни хулăнăш кĕнекесен пĕлтерĕшĕ чакса, шупкаланса пырать текенсем сахал мар. Ара, ăслă техника экранĕ умне кĕрсе ларсан, кирек мĕнле хыпара пĕлме, хут çинчи кăларăма вулама пулать-çке. Ертсе пыракан “шăшине” кирлĕ пек хушма çеç пĕл – йăлтах тупса парать.

Ял библиотекисемшĕн конкурент вырăнне йышăнчĕ пулсан та, мĕн ĕлĕкрен “пĕлÿ çăл куçĕ” тесе хак паракан кĕнеке авторитетне чакарас килмест. Тепĕр чухне, сăмахран, илемлĕ литературăна алла тытса паллашни мĕне тăрать!

Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи ял библиотеки хăйĕн аталану çулĕнче халăх умĕнче нумай “присяга” тытнă темелле. Вăтăр çичĕ çул каялла пĕчĕк ача евĕр çуралнă çак тăрăхра. Вăл тăкăс та кивĕ çуртра вырнаçнă. Библиотека фондĕнче кĕнеке нумай пулман: пин экземпляра яхăн çеç. Вулавăш историне Г. Сердюкова пуçланă. 1977 çулхи октябрĕн 4-мĕ-шĕнчен пуçласа паянхи кунчченех “кĕнеке тĕнчин” хуçи Г. Айкина. Галина Гавриловна пĕр улшăнмасăр çак вырăнта тăрăшса “Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята илме тивĕçнĕ. Библиотека заведующин историне çырăнса юлнă пархатарлă ĕçĕсем пайтах. Вулакансемпе кăмăллă та ăшă пулнăран, кĕçĕннисем ăна амăшĕ, учитель вырăнне хурса йышăнаççĕ, аслăраххисем вара хисеплесе ашшĕ ячĕпе чĕнеççĕ.

Пилĕк ача амăшĕ, юрă-ташă ăсти, пысăк хастар хăйĕн ĕçне мĕн çамрăкран чун-чĕререн парăннă. Ахальтен-им вулаканпа çыхăну çирĕп. Пĕлтĕр 500 ытла çын библиотекăна çырăннă. Акă А. Алексеева тăххăрмĕш теçеткене кайнă пулин те кĕнекепе çыхăну тытма пăрахмасть. Р. Томатова, О. Тарасова, М. Мукаева, Г. Тазурова çĕнĕ литературăпа, хаçат-журналпа паллашсах тă-раççĕ. Анчах вулакансене пĕр ыйту та пăшăрхантарать. Вĕсем вулавăшра ытларах чăваш çыравçисен çĕнĕ кĕнекисене курасшăн. Библиотекăра краеведени кĕтессине те уçнă. Ĕлĕкхи ал ĕç хатĕрĕсемпе уйрăмах шкул ачисем кăсăкланаççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика