Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçтарăнса савăнчĕç

17 августа 2011 г.

Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн территорине кĕрекен Ясная Поляна поселок кăçалхипе виççĕмĕш хут хăй уявне ирттерчĕ. Поселок 1928 çулта пуçланнă. 1933 çулта кунта Карл Маркс ячĕпе хисепленекен колхоз йĕркеленнĕ. Çавăн пекех Нăрваш Шăхаль шкулĕн филиалĕ, ял клубĕ, медпункт ĕçленĕ. Паян ялта пурĕ 38 хуçалăх. Хальхи вăхăтра кунта пурăнакансем электричество вăйĕпе ăшăнаççĕ. Яла тип-тикĕс асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Аякранах питĕ хитре курăнса ларать Ясная Поляна. Ахальтен мар ĕнтĕ 2008 çулта “Чи лайăх ял” конкурсра районта пĕрремĕш вырăн йышăннă. 2010 çулта поселокра Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуçне хунă салтаксене асăнса обелиск вырнаçтарнă.

Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче поселок çумĕнчи лаптăка кăнтăрла тĕлне ял халăхĕ тата хăнасем пуçтарăнса çитрĕç. Хаваслă уява Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Айкин уçрĕ, пурне те çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕ. Çавăн пекех “Труд” ял хуçалăх ертÿçи Н. Михайлов, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул директорĕ В. Платонова, Нăрваш Шăхалĕнче çĕкленекен чиркÿ старостин çумĕ С. Фролова тата Ясная Поляна старости Г.Федоров халăха уяв ячĕпе саламларĕç. Нăрваш Шăхалĕнчи культура керменĕнчи юрă-ташă ăстисем концерт лартса пачĕç, ун хыççăн спорт вăййисем пуçланчĕç. Малтанах хĕрарăмсем калуш ывăтассипе тупăшрĕç. А. Софроновăна çитекенни пулмарĕ, çĕнĕ калуша тивĕçрĕ. Малалла арçынсем михĕпе чупассипе ăмăртрĕç. Кунта ял старости Г. Федоров çĕнтерчĕ. Командăсем пуçтарăнса (икĕ арçын та икĕ хĕрарăм) вĕрен туртрĕç. Çивĕч тупăшура Федоровсен командине пĕри те парăнтараймарĕç. Иккĕмĕш вырăнта– “Ассорти”, виççĕмĕшĕнче– Софроновсем. Юлашкинчен çуран чупассипе эстафета ирттерчĕç. Командăра икĕ арçынпа икĕ хĕрарăм. Софроновсен команди стартранах мала ыткăнчĕ те пĕрремĕш вырăна никама та памарĕ. Иккĕмĕш вырăна– Федоровсен, виççĕмĕшне ял администрацийĕн командисем тухрĕç. Мала тухнă тата призлă вырăнсене йышăннă командăсене, уйрăм çĕнтерÿçĕсене ял администрацийĕ асăнмалăх парнесем парса чысларĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика