Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ вăхăта аса илтерет.

03 августа 2011 г.

“Труд” колхозра “Тава тивĕçлĕ колхозник” хисеплĕ ята хуçалăха В.Селиванов, эпĕ парти организацине ертсе пынă чухне йĕркелесе ятăмăр. Çак хисепе пама пысăк авторитетлă, нумай çул хăйсен ĕçĕнче тăрăшса ĕçленисене, палăрнисене суйласа илеттĕмĕр. Сăмахран, сулахайра тăракан Н.Николаев нумай çул Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи бригадăна ертсе пынă. Ун çумĕнче М.Селиванова тăрать, вăл чи малтанхи колхозница. С.Иванов “Осоавиахим” колхоз председателĕнче чылай çул вăй хунă. М.Мукаева – дояркăра, А.Шайманов – аслă бухгалтерта, П.Яковлева – пăру пăхнă çĕрте, А.Савельева – ветсанитаркăра, Н.Шлаев локомотильпе выльăхсене валли çĕр улми пĕçернĕ çĕрте тăрăшнă. Ун чухне ĕçе ирпе 4-5 сехетсенчех кайнă, хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă, ĕçкĕпе иртĕхмен.

38 çул вăтам сыпăкри звенона ертсе пытăм. Каланă ĕçе туманнине, итлеменнине курман. 70 çынлă коллектив пĕр тĕллевпе вăй хунă. Çав çулсенче 100 гектар пуçне 100 центнер ытла аш-какай туса илнĕ, районта, республикăра малтисен ретĕнче пулнă.

Сăн ÿкерчĕкри ĕçченсем халь пирĕн хушăра çук ĕнтĕ, çак хисеплĕ ята илнисен ачисен, мăнукĕсен мăнаçланмалăх пур, вĕсем пек пулма тăрăшмалла.

 

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика