Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи вăй пурнăçа лайăхлатма пулăшĕ

14 мая 2011 г.

Иртнĕ çулхи юпан 10-мĕшĕнчи хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ хыççăн районти 19 ял поселенийĕнчен чылайăшĕнче пуçлăхсем улшăнчĕç. Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕнче те хуçа çĕнелчĕ. Ял çыннисем 1981-1985 çулсенче ял поселени пуçлăхĕ пулнă Н.Айкина каллех çак “лав” умне тăма шанчĕç. Пирĕн хаçат сотрудникĕ çĕнĕрен суйланнă, çав вăхăтрах ку тивĕçре халăх умĕнче “присяга” тытнă ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Николай Михайлович Айкинпа тĕл пулса калаçнă, паянхи кун вырăнти хăй тытăмлăх органĕ мĕнле ĕçлесе, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыни пирки паллаштарма ыйтнă.

– Вун пилĕк çултан çак должноçа каялла таврăнса ĕçлеме тÿр кил-нĕрен çакна калама пултаратăп. Халăхпа тачă çыхăнса вĕсен ыйтăвне татса парасси, ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси, хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем, хăтлăх кÿртесси тата ытти те унччен те тĕп тĕллев пулнă, халĕ те çавах. Анчах унсăр пуçне хут ĕçĕсене тирпейлесе пырасси, тĕрĕслесе тăракан органсен çырăвĕсене хуравласси вунă хут та ÿснĕ пулĕ. Çакна та ăнланмалла. Вĕсем пурте вырăнсенче йĕрке, тирпей, тăвассипе, халăхăн культурине ÿстерессипе çыхăннă.

Пирĕн ял поселенийĕ йышĕпе пĕчĕк мар: виçĕ ялти 668 хуçалăхра 2011 çын пурăнать. Ял çыннисем ытларах кулленхи ыйтусемпе, пурнăçри пăтăрмахсемпе, строительство, ĕçе вырнаçас тата ытти проблемăсемпе килеççĕ. Пирĕн тивĕç– вĕсен нушисене май пур таран татса парасси. Çак кунсенче çеç ултă вăйпитти çынна халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр урлă вăхăтлăх ĕçе вырнаçтартăмăр. Вĕсене ялсене тирпей-илем кĕртнĕ çĕре явăçтаратпăр.

Пирĕн ял поселенийĕнче çынсем пысăк малашлăхпа пурăнаççĕ. Çавна пулах килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăх паракан çăмăллатнă кредита илекенсем питĕ йышлă. Вĕсем унпа ытларах пĕчĕк техника туянаççĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх самăртаççĕ. Иртнĕ çул выльăх апачĕ хатĕрлеме йывăртарах пулчĕ, çапах та ял халăхĕ мăйракаллă шултра выльăхсен йышне чакармарĕ. Çак тĕллевпе республика Президенчĕн йышăнăвĕпе паракан 1100 тенкĕ пулăшу укçине 215 çемье илнĕ.

Паян çамрăксен яла юлас туртăмĕ пулни те савăнтарать. Ялсен малашлăхĕ вĕсенче-çке. Нумай пулмасть çеç пирĕн тăрăха Ульяновск, Пермь облаçĕсенчен вăйпитти тăватă çемье куçса килсе пушă ларакан çуртсене чĕрĕлĕх кĕртрĕ. Вĕсен йăх-несĕлĕ те кунтанах. Хăйсем вара хуçалăхра ĕçлесе пурăнаççĕ. Çакнашкал çемьесем пирĕн тăрăха тата ытларах явăçчăр, пушă ларакан çуртсем сахалланччăр тесен, чăн малтанах хамăр пурăнакан вырăнсенче хăтлăх кирлĕ. Вĕсенчен пĕри– çул ыйтăвĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн поселение кĕрекен кашни ялах ла-йăх çул выртать. Ял хушшинчи çулсенчен тепĕр пилĕк кĕске урама кĕрсе тухма юрăхлă тумалла: Вăрманхĕрри Шăхалĕнче 2, Нăрваш Шăхалĕнче 3 кас. Ыйтăва татса пама пулăшма çак урамсенче пурăнакансем те хирĕç мар. Пысăк пайне вара ял поселенийĕ хăй çине илĕ.

Ял поселенинчи мĕн пур ыйтăва вырăнти депутатсемпе, хисеплĕ ял ĕçченĕсемпе сÿтсе явса татса паратпăр, мĕншĕн тесен пĕрлехи вăйпа çеç пурнăçа лайăхлатма пулĕ. И.Белков, В.Афанасьев, Г.Митрофанов, В.Платонова, А.Мулендеев депутатсем халăх умĕнчи хăйсен яваплăхне питĕ туйса тăрăшаççĕ. Шăхаль тăрăхĕ культурăпа спорт енĕпе те районта кăтартуллисен шутĕнче.

Малашлăх тĕллевсем те сахал мар. Халăх ыйтнипе Нăрваш Шăхалĕнче чиркÿ тума пуçларăмăр. Çывăх вăхăтрах врач офисне тăвасшăн. Тепĕр пысăк проблема вара ялта ача сачĕ çукки. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул çуртĕнчех май тупса ача сачĕ çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă çĕре хута ярасшăн. Унăн проекчĕ хатĕр. Икĕ ушкăнта 40 ача пулĕ.

Ĕмĕтсене, программăсене пурнăçа кĕртсе пыма чăн малтанах хуçалăх ертÿçипе Н.Михайловпа, халăхпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени кирлĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн чăрмав çук. “Труд” хуçалăх районта ăнăçлă аталанса пыни пирĕншĕн те пысăк тĕрев.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика