Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçрен ÿркенмест ветеран

07 мая 2011 г.

Мухтав Турра, сывлăхăм хавшамасть-ха. Кăштах хăлха çеç хупланкалать. Иртнĕ çул та ура хуçса ташланăччĕ,

— кÿршипе шăкăл-шăкăл калаçса çĕрулми вăрлăхне суйлать Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи И.Калля.

– Ир килет те каç пулать çав.

Кăçал 84 çул тултаратăп.

Тăшман пульли те «хăранă» манран.

18 çула кайнă каччăна 1944 çулхи раштав уйăхĕнче заппасри полка вырнаçтарнă. Унтан Хĕвел тухăçне янă. Юлашкинчен Хабаровскинче пулнă вăл. Сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен чаçе лекнĕ. Киле часах таврăнма тÿр килмен Иван Гавриловича. Корея вăрçи пынăран служба срокне тата çулталăка тăснă. Японие ирĕке кăларма та хутшăннă вăл. Çакна çирĕплетекен медаль те пур унăн.

Пиллĕкĕн пĕр тăван ÿснĕ Каллясем. Виçĕ ывăл та икĕ хĕр çитĕннĕ. Ыттисен ĕмĕрĕ кĕскерех пулнă çав. Кĕçĕнни Иван Гаврилович. Çавăнпа ăна тĕпе юлма тивнĕ. Алă-ури ăста Иван тетен. Мускаври нумай хутлă çуртсене тума та хутшăннă вăл. Амăшĕ ватăран киле таврăнмалла пулнă.

Ял хĕрĕпе çемье çавăрнă И. Калля. Анна аппа та ĕçрен ÿркенсе тăман. Пĕрлехи вăйпа вĕсем шăнкăрч вĕлли евĕр тирпейлĕ çурт çавăрнă. 5 ача çуратса çитĕнтернĕ.

–Сарлака та юратнă çĕр - шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ ачасем. Пĕри Хĕвел тухăçĕнчи Владивостокра, тепри Хĕвел анăçĕнчи Калининградра тĕпленнĕ. Пĕр-пĕрне курас тесен талăксемпех çул çинче пулаççĕ,– савăк кăмăлне пусарарах калаçать малалла Иван Гаврилович. Пĕрисем иртнĕ çул çемйипех тăван яла килсе кайнине пĕлтерет.

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан ывăлĕпе Шупашкарти хĕрĕн çулĕ кĕскерех. Тунсăхлаттарсах тăмаççĕ вĕсем ашшĕне. Штанга йăтассипе тĕнче класлă спорт мастерĕ Ваня ашшĕ евĕр вашаватах çав.

Хĕрĕн те ачисем качча кайса çемьеллĕ пулнă. Çумĕнче йĕрекеннисем çук.

Пĕччен кун кунламасть Иван Гаврилович. Пĕр ывăлĕ яла таврăннă.

Картиш тулли чăх чупать хĕвел ăшшинче. Килте лартса кăларнăскерсем иккен. Çакнашкал чăхсем нумай çул пурăннине, йышлă çăмарта тунине çирĕплетет хуçи. Арçын пуçăн ĕне те тытать.

Хăма çуракан, савалакан станокĕ те алă айĕнчех. Унчченрех яра куна ĕçлеттерни те пулнă ăна. Сахал-им ялта çурт лартакан, хуралтă çĕнетекен. Пурне те чÿрече янахĕ, рами кирлĕ. Кĕленчине те хăех лартать.

Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнă пулин те кирлĕ чухлĕ пахча çимĕçне те çитĕнтерет И. Калля. Суханĕ, кишĕрĕ, чеснокĕ çулран-çула сыпăнса пыма çитетех.

Ялти ятлă, сумлă çын Иван Гаврилович. Хисепĕ пулнăранах 23 çул хуçалăхри ревизи комиссийĕн ĕçне йĕркеллĕ тирпейлесе пыма хутшăннă вăл. Тĕрлĕ ĕçе явăçнă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çулран-çул аякран аякка тарса пырать. “Пытăрах. Уншăн савăнмалла. Пуç çийĕн шăхăрса иртекен пуля, мина çурăлнă сассене нихăçан та текех илтес марччĕ” тесе вĕçлет хăйĕн калаçăвне тĕл пулусенче И. Калля.

.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика