Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ир акатăн – тырăллă пулатăн

30 апреля 2011 г.

Кăçал çур аки, ытти çулсемпе танлаштарсан, кая юлса пуçланчĕ. Тинех хирсем тракторсен, çынсен шавĕсемпе тулчĕç. Çĕр пур çĕрте пĕр пек пиçсе ĕлкĕреймен-ха, анчах техника кĕме

пултаракан лаптăксенче хĕрÿ ĕç пырать. Нÿр пур чухне акса-лартса хăварма тăрăшаççĕ, çанталăка пĕлме çук вĕт.

– Паян çурхи тулă акма тухрăмăр, çав вăхăтрах кĕрхи çĕртмене сÿрелеççĕ, культиваци тăваççĕ. Акана кĕске вăхăтра ирттерсе ярас тетпĕр. Ĕçлеме услови пур: вăрлăхсем çителĕклĕ, вĕсем суперэлита е элита, çунтармалли-сĕрмелли материал енчен те чăрмавсем çук. Тракторсене, прицепсене, ял хуçалăх техникине патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Кадрсем тĕлĕшĕнчен те аван, механизаторсем çитеççĕ. Столовăй ĕçлет, кунне иккĕ вĕри апат çитереççĕ, – паллаштарать хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе “Труд” ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Н.Михайлов. Хальлĕхе кунта, акан 27-мĕшĕнче пулнăччĕ эпир асăннă хуçалăхра, çур аки вăй илсе кăна пыратчĕ. Канмалли кунсен тĕлне, çанталăк лайăх пулсан, ĕççи хĕрсе çитесси каламасăрах паллă.

Кăçал “Труд” хуçалăхра çурхи тулă – 149, урпа – 211, сĕлĕ – 70, пăрçа – 68, пĕр çул ÿсекен курăксем – 218, кишĕр – 10, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр – 10, кукуруза – 87, çĕр улми 100 гектар çитĕнтерме палăртнă.

Яваплă тапхăр еплерех пынипе тĕплĕнрех паллашас тĕллевпе хуçалăх ертÿçипе Н.Михайловпа хире те çитсе куртăмăр. А.Шаймановпа В.Петров механизаторсем хăйсене шаннă тракторсемпе хирсене сÿрелеççĕ. Вĕсем мĕнле пахалăхпа ĕçленинчен тухăç епле пуласси нумай килнине асрах тытаççĕ. Н.Узалуков, О.Шлаев, А.Яковлев трактористсем виçĕ сеялкăллă агрегатсене, Г.Шалтыновпа А.Тазуров пĕр сеялкăллисене кăкарнă. Хир шăйрăксăр, калча пĕр тикĕс шăтса тухтăр тесе тăрăшаççĕ пурте.

– Трактористсем хушшинче аслă çултисем те, çамрăксем те пур. Опытпа пуяннисем кĕçĕнреххисене вĕрентсе, пулăшса пыраççĕ, – тет Н.Михайлов. – Çывăх кунсенчех çĕр улмине те лартма тытăнасшăн, А.Яковлевпа А.Егоров çак ĕçре вăй хурĕç. Кăçал “иккĕмĕш çăкăр” вăрлăхне, “Невский” суперэлита, Ленинград облаçĕнчен 60 тонна туяннă. Пирĕн хуçалăх вăрлăхсемпе ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри, çавна май çĕнетсех тăма тивет.

“Труд” хуçалăхра çулленех хуть хăш культурăн та тухăçĕ аван пулать. Çакă технологине пăхăннипе, минераллă удобренисемпе усă курнипе çыхăннă. Тăпра та апатлантарса тăнăран пулăхлă. Кăçал удобрени 96 тонна туяннă, тата та илсе килмелле.

Пахча çимĕç культурисене те нихăш çул та акмасăр хăвармаççĕ. Кăçал та хĕрлĕ чĕкĕнтĕрпе кишĕр çи-тĕнтересшĕн. Вĕсен вăрлăхĕсене А.Матвеев никĕсе хывĕ. Унчченсенче сухан севокпа та ĕçленĕ, анчах юлашки çулсенче уйрăм хуçалăхра ÿстерекенсем нумайланнипе акма чарăннă.

Çурхи кунăн кашни минучĕ хаклă, вăл пĕр кăлтăксăр, кĕске вăхăтра иртсе кайтăр тесен кĕркуннех ха-тĕрленме тытăнмалла. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ “Труд” хуçалăхра.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика