Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи маттуррисем… Камсем вĕсем?

29 апреля 2011 г.

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче тĕп хуламăрти “Галактика” кану комплексĕнче “Чăваш пики - 2011” конкурс иртрĕ. Тупăшу кăçалхипе пиллĕкмĕш хут йĕркеленчĕ. Унта 19 пике хутшăнма тĕв тунă. Хăйсен ăсталăхне чи-чи маттуррисем çеç кăтартма пултарчĕç - конкурса чăвашла таса калаçакан, тăван халăх йăли-йĕркипе культурине лайăх пĕлекен, хăйсене сцена çинче тытма пултаракан 12 пикене çеç суйларĕç.

Уява пухăннисене Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Геннадий Архипов, ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова, “Чăваш пики - 2010” ята тивĕçнĕ Алиса Королева саламларĕç.

Чăваш пикисем хăйсен маттурлăхĕпе, пултарулăхĕпе тĕлĕнтерессе кĕтрĕм. Конкурса ертсе пыракансем сцена çине хĕрсене чĕнсен зал тăвăллăн алă çупрĕ. Чăваш тумĕллĕ пикесем пĕрин хыççăн тепри акăш евĕр утса тухрĕç. Вашават уттипе жюри членĕсен кăмăлне çавăрма тăрăшрĕç.

“Паллашура” хĕрсем хăйсем çинчен каласа кăтартрĕç, чун киленĕвĕпе паллаштарчĕç. Чылайăшĕ сăн ÿкерчĕксенчен презентаци хатĕрленĕ. Йĕпреç район пикин Кристина Михайловăн ĕçĕ уйрăмах кăмăла кайрĕ: хĕр хăй ялта çуралса ÿснине, кăмака умĕнче кукăль пĕçернине, ĕне сунине кăтартрĕ. Унăн пурнăçĕпе слайдсем урлă туллин паллашма май килчĕ. Элĕк пики Анастасия Михайлова çинчен нимĕн те пĕлеймерĕм, микрофон япăх ĕçленипе сасси те вăхăтран вăхăта çухалчĕ - калаçăвĕ ăнланмалла мар пулса тухрĕ. Ку техника ун хыççăнхи конкурсçăсене те шар кăтартрĕ.

Сĕнтĕрвăрри пики Оксана Кириллова хăйĕн пирки кĕскен çеç каларĕ, çăмăл атлетика енĕпе спорт маçтăрĕ пулнăран-ши - куракансен умне медалĕсене илсе тухрĕ.

Конкурса хутшăнакан хĕрсене сăвă каласа та, юрласа та сăнларĕç. Шăмăршă хĕрĕ Алена Кузьмина паллаштарăва ташăран пуçларĕ. Елчĕк пики Виктория Локтева сăн ÿкерчĕксенчен презентаци туса вăхăт ирттермен - вăл хăйĕн çинчен каласа кăтартнă май тăван тăрăхĕнчен тухнă Геннадий Волков академикпа мăнаçланчĕ. Хăшĕ-пĕри чăвашла сăвă каларĕ. Пикесем тăван чĕлхепе таса калаçма пĕлменни чуна вĕчĕрхентерчĕ.

Иккĕмĕш тапхăрта хĕрсем сцена çине каçхи кĕпе тăхăнса тухрĕç, хăйсен яштака пÿ-сийĕпе каччăсен чĕрине çунтарчĕç.

Историе пĕлменни тĕлĕнтерчĕ

“Ăс-тăн” тупăшăвĕ хĕрÿ иртрĕ. Пикесем тăван халăх историне, унăн культурипе йăли-йĕркине пĕлнине ертÿçĕсем тĕрĕслерĕç. Кашни чиперккен пĕр ыйтăва хуравламалла пулчĕ. Апла пулин те чылайăшĕ питĕ çăмăл ыйтăва та уçса параймарĕ. Иртнĕ çулхи тупăшура 12 пикерен 2-шĕ çеç тĕрĕс хурав парайнă, ку хутĕнче те хĕрсем ăс-тăн енчен палăраймарĕç. Кашнин тенĕ пекех пите хĕретме тиврĕ. Ара, Красноармейски хĕрĕ Марина Степанова: “Константин Иванов - çыравçă, драматург, режиссер”, - терĕ. Чăвашсен паллă сăвăçи ÿнерçĕ пек палăрнине çав-çавах асăнаймарĕ. Чăвашсем мĕнле регионсенче пурăнни пирки ыйтсан Лариса Цветкова /Муркаш районĕ/ республикăпа юнашар вырнаçнă тăрăхсен ячĕсене вырăсла асăнма пуçларĕ. Ольга Митрофановăн /Патăрьел районĕ/ Чăваш наци конгресĕн адресне каламалла пулчĕ. Хĕр Воробьев композиторсен урамне тĕрĕсех асăнчĕ, анчах, шел те, çуртне аса илеймерĕ.

Етĕрне пики Светлана Иванова уйăх ячĕсене чăвашла тĕп тĕрĕс асăнчĕ, Арина Григорьева /Вăрмар районĕ/ такăнчĕ, йăнăш хурав пачĕ. Оксана Кириллова “сăпайлă” сăмахăн синонимĕсене тупма тăрăшрĕ. Виктория Локтева /Елчĕк районĕ/ паллă чăваш спортсменĕсене пĕлни сисĕнчĕ. Шел те, Алена Кузьмина /Шăмăршă районĕ/ “Хастар” çамрăксен общество пĕрлешĕвĕ хăçан йĕркеленнине калаймарĕ, хуравне пĕлменрен ыйтăва урăх енне пăрма хăтланчĕ.

“Ăсне кура - ăсталăхĕ”, - тенĕ ваттисем. “Чăваш пики” ята тивĕçлисен кунашкал çăмăл ыйтусене хуравлама пĕлмеллех-тĕр. Чăн чăваш хĕрĕн сăн-пичĕпе çеç мар, ăс-тăн шайĕпе те малта пулмалла-çке-ха.

Юрлаймасан, ташлаймасан - сăвă кала

Пултарулăх конкурсĕнче хĕрсем кĕтменлĕхпе савăнтарассăн туйăнчĕ, анчах кăмăла çĕклекен курăну сахал пулчĕ. Чылайăшĕ жюри членĕсене юрласа тĕлĕнтерме тăрăшрĕ. Шел те, пикесен сасси - кĕвĕ хытă янăранипе-ши е микрофонсем япăх ĕçленипе-ши - начар илтĕнчĕ. Тăвай пики Надежда Афонина Алена Алексеева артисткăпа унăн репертуарĕнчи юрра шăрантарчĕ. Куракансене Анастасия Михайлова /Элĕк районĕ/ юрлани вара питĕ килĕшрĕ.

Йĕпреç пикин Кристина Михайловăн пултарулăх номерĕ хăйне май: вăл ентешĕсемпе пĕрле туй йăли-йĕркине кăтартса пачĕ. Оксана Кириллова /Сĕнтĕрвăрри районĕ/ Елена Николаева спортсменкăна халалланă курăнупа паллаштарчĕ.

Пуринчен ытла Виктория Локтева чăваш ташшине ташлани килĕшрĕ. Хĕрсен ушкăнĕпе пĕрле вăл куракансене илемлĕ ташă парнелерĕ. Хусканусене çăмăллăн туни, сцена çинче хăйне ирĕклĕ тытни палăрчĕ.

Конкурсçăсен пултарулăхĕ пур, анчах хăшĕ-пĕрин юрласси пулмасан, тен, сăвă каламаллаччĕ, спектакльти пĕр-пĕр сăнара калăпласан та пăсмĕччĕ.

Курав кăмăла çĕклерĕ

“Халăх апат-çимĕçĕ” ăмăртура хĕрсем хуплу, шăрттан пĕçерме пĕлни курăнчĕ. Пикесем çимĕçе мĕнле хатĕрлени тата вăл чăвашсен наци апачĕ пулни çинче чарăнса тăчĕç. Кристина Михайлова /Йĕпреç пики/ жюри членĕсене ĕне ыррине тутанса пăхма, Оксана Кириллова /Сĕнтĕрвăрри районĕ/ хăй пĕçернĕ кукăле астивме сĕнчĕç. Жюри членĕсене ку конкурса çĕнтерÿçĕсене палăртма, ахăртнех, çăмăл пулмарĕ. Пикесен тĕпелти ăсталăхне палăртассишĕн кашни хуплăвах тутанса пăхма тиврĕ.

Чăваш тумĕн куравĕ кăмăла çĕклерĕ. Кĕвентепе витресем йăтса тухнă пикесем чăваш кĕпин илемлĕхне, чăваш хĕрĕн ĕçченлĕхне кăтартрĕç. Кунта, паллах, тум çĕленĕ дизайнерсен тÿпи пысăк. Кашниех - хăйне евĕрлĕ илемлĕ, чăваш тĕррипе пуян.

Жюри членĕсем чи илĕртÿллĕ те пултаруллă пикесене палăртнă вăхăтра куракансене Андрей Шадриковпа Петр Ермолаев, “Юрату.ру” ушкăн хĕрĕсем, “Асамат” каччисем тата ытти артист илемлĕ юрăсем парнелерĕç.

Хĕрсене тĕрлĕ номинацире чысларĕç. Ольга Митрофанова - “Хÿхĕм пике”, Татьяна Тябукова - “Çепĕç пике”, Марина Степанова - “Ăс пике”, Алена Кузьмина “Куракансем килĕштернĕ пике” ята тивĕçрĕç. “Чăваш вице-пики - 2011” ята Лариса Цветкова çĕнсе илчĕ. Елчĕк пики Виктория Локтева вара - “Чăваш пики - 2011”.

Чыслав хыççăн чăваш эстрада “çăлтăрĕсемпе” пĕрле “Аван-пати” дискотека пулчĕ. Шел те, артистсен çурма пушă залра юрлама тиврĕ. Конкурс хыççăн ташлама кăмăл тăвакансем сахаллăн тăрса юлчĕç.

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика