Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн темисем–Чăваш Республикинче 2011–2012 çулсенче сывлăха сыхлас ĕçе çĕнетсе улăштармалли программа; «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсем уйăрса парасси çинчен» калакан саккуна пурнăçа кĕртмелли мерăсем; пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртес тата çак ĕçе граждансене явăçтарас тĕлĕшпе вырăнти хăй тытăмлăх тата территоринчи обществăлла хăй тытăмлăх органĕсем умĕнче тăракан тĕллевсем. Кун йĕркине лартнă ыйтусене сÿтсе явма района ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Осипова, ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов, ЧР финанспа бюджет надзорĕн федераллă службăн Территори управленийĕн ертÿçин çумĕ Н.Константинова хутшăнчĕç. Информаци ушкăнĕ малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Глуховпа, унăн çумĕпе, АПК предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕпе М.Калмыковпа, районти тĕп больница врачĕпе Н.Тинюковпа, районти ветеринари службин начальникĕпе П.Ефимовпа тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене çи-вĕчлетрĕç, район республикăри ырă улшăнусене мĕнле пурнăçа кĕртнипе паллашрĕç. Ун хыççăн республика представителĕсем районти информаци ушкăнĕсемпе вырăнсене тухса халăхпа тĕл пулчĕç, кун йĕркинчи ыйтусене ĕç коллективĕсенче сÿтсе яврĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н.Глуховпа ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Осипова ертсе пыракан ушкăн Патăрьелĕнчи тĕп больницăра, Первомайскинчи участок больницинче пулса сиплев учрежденийĕсенче модернизаци программипе килĕшÿллĕн электронлă регистратурăпа, çĕнĕ оборудованисемпе мĕнле усă курнипе, юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашрĕç. Кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явнă май, кадр проблемине те çивĕчлетрĕç. Ку тĕлĕшпе паян районта “чан” çапмалăх пур. Хальхи вăхăтра сиплев учрежденийĕсенче кирлĕ пек хăватпа ĕçлеме хирургсем, анестезиолог-реаниматологсем, терапевтсем, педиатрсем, травматологсем, дерматологсем тата ытти те çитмеççĕ. Çакă, паллах, сывлăха сыхлас тĕлĕшпе халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерме чăрмантарать.
Сывлăх ĕçĕнчи модернизаци программипе килĕшÿллĕн Нăрваш Шăхалĕнче, Ыхра Çырминче, Çĕнĕ Ахпÿртре пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмне уçма, районти тĕп больницăн ача-пăча çуратакан, гинекологи уйрăмĕсене тĕпрен юсама палăртнă.
Нумай пулмасть Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма, хушма хуçалăха аталантарма çĕр уйă-расси пирки саккун вăя кĕчĕ. Çак ыйтупа республикăра ĕç пуçланнă. Юхмапа Пăла тăрăхĕ ку енĕпе Чăваш Енре чи кăтартулли, 76 çĕр участокне суйласа хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.
ЧР Патшалăх ветеринари службин ертÿçин çумĕ С.Скворцов районти ветеринари службин ертÿçипе П.Ефимовпа Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн активĕпе, “Труд” кооператив ĕçченĕсемпе, Нăрваш Шăха-лĕнчи вăтам шкул коллективĕпе (ÿкерчĕкре, 1-мĕш стр.) тĕл пулчĕç. Ял çыннисене ытларах выльăх-чĕрлĕх çÿретмелли вырăнсем, вăрман хĕррисем тасамарланса, тирпейсĕрленсе пыни, Шăнкăртамсем выльăх каяшĕсене, ытти çÿп-çапа çул, вăрман хĕррисене, хирсене пăрахса хăварни, çÿп-çап тăкмалли ятарлă вырăнсене ĕçлеттермелли пирки пăшăрханса калаçрĕç, килти хушма хуçалăха аталантармалли, выльăхсен чир-чĕрĕнчен, уйрăмах сыснасен Африка чуминчен сыхланмалли ыйтусене сÿтсе яврĕç.
|