Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрпе те ăмăртнă, Пăшалтан та пенĕ

19 февраля 2011 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул базинче хĕллехи полиатлонпа шкул ачисен спартакиади иртрĕ. Унта 12 вăтам тата 7 тĕп шкул, пурĕ 100 ытла вĕренекен хутшăнчĕ. Ăмăртăва килнисене Патăрьел райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Осипов, спорт шкулĕн директорĕ В.Платонов саламларĕç. Вăтам шкулта вĕренекен арçын ачасем хушшинче малти вырăнсене Аслă Чементе ăс пухакансем йышăнчĕç. Çĕнтерÿçĕ ятне республика шайĕнчи физкультура олимпиадин çĕнтерÿçи, Чăваш Республикин Президенчĕн стипендиачĕ В.Фролов тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăна республика шайĕнчи физкультура олимпиадин иккĕмĕш призерĕ, чăваш Ен Президенчĕн стипендиачĕ А.Медведев, виççĕмĕшне Ф.Япаров йышăнчĕç.

Вăтам шкулта ăс пухакан хĕрсем хушшинче Аслă Чемен шкулĕнчи В.Фролова–пĕрремĕш, Первомайскинчи Н.Никитина–иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи А.Григорьева виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Тĕп шкулсенчен каччăсем хушшинче Первомайскинчи вăтам шкулти П.Гусев çĕнтерÿçĕ пулчĕ, иккĕмĕш вырăна Аслă Чементи А.Сулагаев, виççĕмĕшне Нăрваш Шăхалĕнчи С.Софронов тивĕçрĕç. Хĕрсен ушкăнĕнчен малти вырăнсене Аслă Чементи вăтам шкулта ăс пухакан Е.Зотова, Нăр-ваш Шăхалĕнчи С.Михайлова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулти Э.Курякова йышăнчĕç. Командăсенчен Аслă Чементи вăтам шкул–пĕрремĕш, Первомайскинчи–иккĕмĕш, Нăрваш Шăхалĕнчи виççĕмĕш тухрĕç. Тĕп шкулсенчен çĕнтерÿçĕ ятне Нăрваш Шăхалĕнчи, Аслă Чементи тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсен командисем тивĕçрĕç.

Çак кунах Нăрваш Шăхаль вăтам шкул базинче хÿтĕлевпе массăллă ĕç декадине хутшăнса районти РОСТО уйрăмĕ тата Патăрьелĕнчи ача-пăча спорт шкулĕ пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе командăсем хушшинче ăмăрту йĕркеленĕ. Унта пурĕ 100 ытла ача, 17 команда хутшăннă. Вăтам шкулсен командисенчен чи вăйлисем Аслă Чементе вĕренекенсем пулнă, иккĕмĕш вырăна–Первомайскинчи, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсем тухнă. Тĕп шкулсенчен пĕрремĕш–Нăрваш Шăхалĕнчи, иккĕмĕш–Аслă Чементи, виççĕмĕш Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулсем тăратнă командăсем йышăннă. Районти РОСТО уйрăмĕн ертÿçи Е. Алешев çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе призсем парса хавхалантарнă.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика