Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В. Бородкин парнисемшĕн

29 января 2011 г.

Кăçал çак турнир вун çиччĕмĕш хут иртрĕ. Унта Шупашкартан кăна тăватă команда хутшăнчĕ: “Инвал”, “Ветерансем”, “Троллейбус управленийĕ”, “Патăрьел ентешлĕхĕ”. Унсăр пуçне кăçалхи турнира Йошкар-Олари “Марийскгаз” команда çитнĕ. Хамăр ра-йон чысĕшĕн вара акционерсен “Батыревский” хупă пĕрлешĕвĕ, “Сугуты”, “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕ, Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕ кĕрешрĕç. Çавăн пекех кÿршĕ Комсомоль-ски районĕнчен “Нĕркеч” команда хутшăнчĕ.

Ăмăртăва уçма район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р.Селиванов, Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн ертÿçи Н.Айкин, В.Бородкин вĕренекенĕсем: СССР спорт мастерĕ Н.Николаев, велосипед спорчĕн тăватă енлĕ СССР спорт мастерĕ В.Мулендеев, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ Г.Григорьев, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул директорĕ В.Платонова хутшăнчĕç, турнира пуçтарăннă спортсменсене ăнăçу сунчĕç. Малалла командăсене икĕ ушкăна пайланă хыççăн вăйăсем пуçланчĕç. “Б” ушкăнра Шупашкарти “Инвал” команда ыттисенчен 2:0 шутпа выляса илсе финала тухрĕ. Тепĕр вырăншăн финалта выляма Шупашкарти “Ветерансем” командăпа хамăр районти акционерсен “Батыревский” хупă пĕрлешĕвĕ общество тата “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн командисем тупăшрĕç. Çапах та хăнасем вăйлăрах пулчĕç, финала выляма тухрĕç.

“А” ушкăнра вара кÿршĕ республикăран килнĕ “Марийскгаз” команда “Инвал” пекех ыттисенчен 2:0 шутпа выляса илсе финала тухрĕ. Çак ушкăнри иккĕмĕш вырăншăн “Троллейбус управленийĕ” командăпа “Патăрьел ентешлĕхĕ” команда тупăшрĕç. Çивĕч вăйăра иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕ, “Троллейбус управленийĕ” çĕнтерчĕ. Çапла вара финалти пайра “Инвал”, “Марийскгаз”, “Ветерансем”, “Троллейбус управленийĕ” командăсем вылярĕç. Малтанах виççĕмĕш вырăншăн “Ветерансем” командăпа “Троллейбус управленийĕ” тупăшрĕç. Иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕсем еплерех тăрăшрĕç пулин те кăçал тăваттăмĕш вырăнпа анчах çырлахрĕç. Виççĕмĕш вырăнта вара Шупашкарти “Ветерансем” команда. В.М.Бородкин ячĕллĕ кубока çĕнсе илессишĕн Шупашкарти “Инвал” тата “Марийскгаз” командăсем тупăшрĕç. Çивĕч тупăшура кăçалхи турнир çĕнтерÿçи Йошкар–Олари “Марийскгаз” команда пулчĕ. Юлашкинчен çĕнтерÿçĕ командăна куçса çÿрекен кубока тата укçан парса чыс турĕç.Уйрăм спортсменсене вара тĕрлĕ номинаципе хавхалантарчĕç. Турнирăн “Чи лайăх выляканĕ” “Инвал” командăри В.Ильин пулчĕ. “Чи лайăх тапăнса вылякан”– “Марийскгаз” командăри С.Филиппенко, “Чи лайăх хÿтĕленекен”– “Троллейбус управленийĕ” командăри Е.Кириллов, “Чи лайăх пас паракан”– “Ветерансем” командăри В.Кузьмин.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика