02 февраля 2011 г.
Çак ятпа иртрĕ чăваш поэтессин, прозаикĕн, драматургĕн, пирĕн ентешĕн Раиса Сарпин пултарулăх кунĕ. Ăна Нăрваш Шăхалĕнче йĕркелерĕç. Шкулта “Сарпи вула-вĕсем” конкурс иртрĕ. Вăл çулленех пулать. Кăçал ăна Раиса Васильевна 60 çул тултарнине халалларĕç.
Районти 22 шкултан 70 вĕрентекен пуçтарăнчĕ конкурса. “Мехел” клуб членĕсем, таврапĕлÿçĕсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те пур. Жюри председателĕ Р. Сарпи пулчĕ. Конкурс икĕ номинаципе иртрĕ.Тĕп парне – «Ăмăрткайăк кубокĕ”–Нăрваш Шăхальсенчех юлчĕ. Ăна улттăмăш класри Т. Жегалина çĕнсе илчĕ.
Мероприятин иккĕмĕш пайĕ ялти Культура çуртĕнче иртрĕ. Унта халăх туллиех пулчĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Айкин ялăн тава тивĕçлĕ гражданинне çуралнă кунпа саламласа Хисеп грамоти пачĕ. Вăтам шкул директорĕ В. Платонова поэтесса ÿссе çи-тĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçе тивĕçлĕ витĕм кÿнине палăртрĕ. Районти чăваш чĕлхипе литература учителĕсен ячĕпе вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Е. Перепелкина тата Нăрваш Шăхалĕнчи Н. Павлова саламласа парне пачĕç. “Мехел” клуб ертÿçи Н. Мазякова юбиляра хăй çырнă сăвăпа саламларĕ. Юлашкинчен Р. Сарпи сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсем шăранчĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)