Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раиса САРПИ: «Халăхăмпа пĕрле çĕкленессĕм килет

29 декабря 2010 г.

Раиса Сарпи – чăваш поэзийĕнчи хăйне евĕрле феномен. Унăн чăваш чĕлхи çÿпçи питĕ пуян та селĕм, вăл танлаштарупа сăнарлăх мелĕсемпе анлă та вирлĕ усă курать, сăввисене, композитор музыка çырнă евĕр, сасă кĕвĕлĕхне шалтан туйса çырать. Раиса Сарпи хайлавĕсене вулакан хăйшĕн çĕнĕ тĕнче уçать. Поэтăмăр пирки Виталий Станьял ăсчах çапларах каланăччĕ: “Раиса Сарпи – паянхи чăваш поэзийĕн çул пуçĕнче тăракансенчен пĕри. Вăл чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсене поэзи тĕнчине çул уçса параканĕ”. Сарпипе юнашар тăнă чухне вăл 60 çул тултарнине пĕрре те ĕненес килмест. Яланхилле илĕртÿллĕ те хăйне чунпа 16-ри пекех туякан сăвăç хăть хăçан та хаçатăн юратнă хăни. Ăна манран лайăх никам та пĕлменнине шута илсе тăван аппаран хамах интервью илес терĕм.

– Сăввусене эсĕ хăвăн кун-çулна ăнăçлăн шăрçаласа кĕртсе яма пултаратăн. Акă черетлĕ йĕркесем те саншăн чи хаклă тăрăхпа, çуралнă кĕтеспе çыхăннă: “Ман ушкăн çăлтăрăм – Шăхаль,– ан сÿн нихçан! Эс çун ялан! Сана çынсем çутман ахаль – Эс çул кăтарт, çĕкле хала”.

– Кашни çыншăнах тăван кĕтес сăваплă. Эп те ыттисем пекех çуралнă вырăна юрататăп, хăть ăçта кайсан та уншăн тунсăхлатăп. Хамăр ял çыннисем умĕнче эпĕ пуçăма таятăп. Вĕсем те мана хисеплеççĕ. “Нăрваш Шăхалĕн хисеплĕ çынни” ят парса чыс турĕç. Хам вĕреннĕ шкулта вунă çул ытла Раиса Сарпи ячĕллĕ поэзи конкурсĕсем иртеççĕ. Кашни çулах поэзи уявне хутшăнакансене çĕнĕ кĕнекепе тата юррăмсемпе савăнтарма тăрăшатăп.

– Атте-анне ачасемшĕн яланах тĕслĕх пулса тăраççĕ. Саншăн та, ман шутпа, çавах. Аттемĕре 90 çул тултарнă ятпа кăларса панă “Вутра çуралнă юрату” кĕнекере эсĕ ăна халалланă чылай сăвă пур. Пĕринче хăвăн юратăвна çак йĕркесемпе тĕрĕлетĕн. “...Сăвăсем çырса пурнатăп эпĕ, чун-чĕрем – асамлă, чăркăш-çепĕç. Эсĕ – манăн пурнăçăм-тивлет!.. Ман сасса халь пур тĕнче тимлет,– Çĕр çинче пĕрех эс – манăн вутлăх! Маншăн чун уççи – Нăрваш Шăхалĕ – хутлăх...”

– Аттемĕр – манăн вĕрентекенĕм, çул пуçăм, çут тĕнчери чи хаклăран та хаклăрах çын. Вăл маншăн этем идеалĕ, хĕвелтен те çутă сăнар. Вăл пире, çичĕ ачине, пысăк та çутă чунĕпе çутатса ăшăтса тăрать, вăл пуртан эпир телейлĕ, вăл пуртан эпир вăйлă та хăватлă. Пурнăçри чи йывăр самантсенче ĕçпе те ăспа та пулăшса пырать. Мĕн ачаран вăл сăвăсем çырнă. Унăн поэзи хĕлхемĕ пирте хăватлăн çунать. Василий Егорович Яковлев – Василий Велвокай хушма ятпа – 4 кĕнеке авторĕ пулса тăчĕ, вăл ЧР Писательсен союзĕн членĕ. Пĕтĕм тĕнчери халăхсен хушшинчи çыравçăсен союзĕсен пĕрлĕхĕн пайрашĕ. Çывăх çыннăм ырă-сывă тăнăшăн питĕ савăнатăп. Кĕçех вăл 96 çул тултарать. Пирĕн атте вăрçă участникĕ. Тăван çĕр-шыва хÿтĕленĕ чух вăл аннепе паллашнă. Вăрçă хыççăн вырăс майри чăваш ялне килнĕ, пире кун çути парнеленĕ, мĕн виличченех вăл чăвашла шакăртаттарса калаçатчĕ. Аннене халалланă сăвăсем ман чылай, вĕсем тăрăх кĕвĕ ăстисем юрăсем те çырнă. Анатолий Никитин хайланă “Аннеçĕм” юрра уйрăмах халăх юратса йышăнать.

– Тăван халăха эсĕ 30 ытла кĕнеке парнелерĕн, ачасемпе аслисем валли сан сăввусемпе 300 ытла юрă кĕвĕленĕ, пукане театрĕ сан пьессусемпе, куçарăвусемпе тата инсценировкусемпе 10 ытла спектакль лартнă, Чăваш драма театрĕ “Калаçар-ха” пьесуна халăх патне çитернĕ. Çак сумлă ĕçсемшĕн эсĕ Çеçпĕл Мишши, Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен Алексей Талвир ячĕллĕ премисене, Пĕтĕм тĕнчери чăвашсен “Кĕмĕл сасă” конкурс-фестивалĕн “Чи чаплă поэт” дипломне, “ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята тата ытти чылай сумлă ятсене тивĕçрĕн...

– Кĕнекесемпе сумлă ятсенчен ытла мана савăнăç кÿрекенни çут тĕнчере пурăнакан виçĕ çын кашни курмассерен ыталаса илсе “Тавах сана, Раиса аппа, вилĕмрен çăлнăшăн” тени хавхалантарать. Ача чухне эпĕ кÿршĕри виççĕри Володя Иванова, хамран пĕр çул кĕçĕнтерех Галина Ягуповăна, хампа пĕр тантăш Валентина Павловăна, путаканскерсене, шывран туртса кăларнă. Галинăна çăлнă чухне хам та чутах вилеттĕм... “Хам вилсен те, Галинана çăласчĕ” тесе пуçра шухăш мĕлтлетсе илнине халĕ те пит аван ас тăватăп...

– Эсĕ, 45 çул тултарсан, шÿтлесе “Çитрĕм хĕрĕх пиллĕке – кăтăк пур-ха пилĕкре” тесе, 55 çулта хăвна “Эпĕ халĕ пенси пики” тесе хакларăн. Çак сăмах çаврăнăшĕсене паян кунччен те аса илеççĕ. Тата мĕнлерех хăватлăхпа хăвна туятăн халĕ;

– Ăçта каяс тетĕп, çавăнта çитетĕп. Кĕпе аркинчен тытса çÿрекенсем çук. Питĕ лайăх иккен “карчăк” пулма. Коллегăсем элек сарма пăрахрĕç, çулăхса тарăхтаракансем çуккă... Кун йĕркине хама кирлĕ май çавăрттаратăп. Мĕн чухлĕ çывăрас килет, çавăн чухлĕ çывăратăп, мĕн чухлĕ çырас килет, çавăн чухлĕ çыратăп. Чылай чухне ирхине виçĕ сехетре эпĕ ура çинче. Ыйхă тăранать. Пуç янкăр. Пит аван çырăнать. Пурте канаççĕ, кансĕрлекен çук... Çыр та çыр... Хам кĕнекесене хамах кăларатăп. Сутас тесен хамах кăштах сутатăп... Лавккасене сутма паман... Тираж парнелесех пĕтет, темелле... Юбилей тĕлне 6 томран тăракан хайлавсен пуххине хатĕрлесе çитертĕм.

– Хăвна “карчăксен” шутне кĕртетĕн пулсан та вашават курăнатăн, кун сиктерсе Чăваш патшалăх университетне васкатăн. Студентсене тăван чĕлхене, литературăна, культурăна юратма вĕрентетĕн, конференцисене хутшăнатăн, кĕнеке ум сăмахĕсем, наука ĕçĕсем çыратăн, тĕрлĕ çулти авторсене кĕнекесем редакцилесе, компьютерпа наборласа паратăн, кĕнеке презентацийĕсене çÿретĕн, тулай чăвашĕсем патне çитетĕн, килÿнте кашни пилĕк минутран телефон шăнкăртатать, сана юбилейпа ют çĕр-шывран та шăнкăравласа саламлаççĕ, интернет урлă санпа кам анчах туслашман пуль...

– Ĕçре, чăннипе те, хисеплеççĕ мана. Студентсем те, пĕрле ĕçлекенсем те питĕ пултаруллă çынсем. Юрă ăстисем. Доцент ятне çирĕплетрĕç. Эпĕ ученăй пулас шутпа нихçан та пурăнманччĕ... Ăслă-тăнлă ĕçтешсен хушшинче вăй-хал ÿсет, ĕçлес кăмăл кăмакари хăпарту пекех çĕкленет.

– Юлашки çулсенче эсĕ сăввусене вырăсла та çыратăн...

– Унччен тĕрлĕ халăх поэчĕсене вырăсла куçарас тесе вăй хуратчĕç. Халĕ вара ирĕксĕрех урăх çул шырама тивет. Укçа парса куçарттарма питĕ хаклă, вăй çитерейместпĕр, çавăнпа хамăрăн пуçсем вăйлă ĕçлесе кайрĕç. Чăвашла та, вырăсла та шăрантарма тивет...

– Раиса Сарпи пултаруллă сăвăç иккенне çеç мар, вăл ăста кăмпаçă иккенне те аван пĕлеççĕ тусусемпе хăнусем...

– Кăмпана туйни-пĕлни аннерен килет. Вăл пирĕн питĕ чаплă кăмпаçăччĕ. Хăйĕн пур ачине те çывăхри Шăхаль вăрманне пĕрмаях илсе çÿренĕ. Çут çанталăк пуянлăхĕпе пĕр чĕлхе тупма пулăшнă. Халь Атăл леш енне çÿретĕп, çынсем пуш алăпа таврăннă вăхăтра та карçинка тулли кăмпапа таврăнатăп.

– Ĕлĕкрех чух кĕнеке кăларнăшăн панă гонорар ют çĕр-шыва кайса курма çитетчĕ. Юлашки вăхăтра вара сăвăçсем хăйсен кĕнекисене ĕç укçипе тата спонсорсен шучĕпе халăх патне çитереççĕ...

– Сăвăçсем яланах халăхшăн тăрăшнă. Вĕсем ĕмĕрех хăйсен чун ытарлăхĕпе илемлĕхне тăванĕсене, тусĕсене, тĕнчене парнеленĕ. Сăвă-юрă урлă чăваш чĕлхине упраса хăварса аталантарма тăрăшаççĕ. Эпĕ те ĕçлесе илнĕ укçана тата пенсие кĕнеке кăларас çĕре яратăп. Ют çĕр-шыв тенĕрен, эпĕ кĕнеке кăларнă гонорар укçипе вăтăр ытла çĕр-шыва кайса курнă. Халĕ маншăн Карапая е Шăнкăртама, Тушкиле е Сĕнтĕрвăррине каясси ют çĕр-шыва кайнинчен “тутлăрах”... Ватăлнăçем тăван çĕр-шыв, тăван кĕтес тата та хаклăрах, çывăхрах туйăнать.

– Хаçат вулаканĕсене мĕн калас килет санăн;

– Пурнăç али вĕтĕ... Хам мĕн тума пултарнине эпĕ тунă, тăватăп та... Кĕлрен чĕрĕлсе тăнă Феникс-кайăк пек туятăп эп хама паянхи кун. 60 çул! Нумай-и вăл, сахал-и;... Тĕнче историйĕнче вăл пуш хирти хăйăр пĕрчи пек çеç... Этем пурнăçĕнче вара... Вăл пурнăçăн иккĕ виççĕмĕш пайĕ... Тепĕр вăтăр çул пурпĕрех пурăнатăп...

Харам пурăнман эп çут тĕнчере.

Харам пурăнман! Ман вутлă Чĕре

Паян та харам пурăнмасть.

Кашни ухмаха ман ĕç курăнмасть.

Ман ĕç хăйне евĕр. Вăл – КĔНЕКЕ!

Вăл Этеме пурăнма сĕнекен!

Вăл Этеме кĕрешме чĕнекен!..

– Сана юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Çырнисене пурне те пухса кăларма сана Çут çанталăк анне тÿсĕмлĕхпе ырă вăй-хăват патăр.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика