Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕх шыракан педагог

09 октября 2010 г.

Вĕрентекен çулталăкĕнче ĕçлеме те кăмăллах çав педагогсене. Кашни професси çынни çакнашкал хисепе тивĕçмест-çке-ха. Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕнче тата çак çулталăка халалласа конкурс йĕркелеççĕ. Унпа килĕшÿллĕн кĕçĕн классенче вĕренекенсен ÿкерчĕксем тумалла, вăтам классенче вĕренекенсен сочиненисем çырмалла, аслăраххисен вара юратнă учительсем çинчен презентаци хатĕрлемелле. Хăшне-пĕрне ĕçе пурнăçлама аслисен пулăшăвĕ те кирлĕ. Вĕренекенсенчен ытларахăшĕ вара информатика учителĕ патне пырать. М. Николаева слайдсем тума та вĕрентет, ĕçе хатĕрлемелли сĕнÿсем те парать.

Чĕрĕк ĕмĕре яхăн вăй хурать Маргарита Михайловна шкулта. Ĕçе мĕнле пурнăçласа пынине Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзамен кăтартăвĕсемпе те хаклама пулать. Республикăри вăтам балран çулленех пысăк кунта вĕренекенсен. Ĕçлемесĕр тивĕçлĕ кăтартусем патне тухаймастăнах. Информатика кабинечĕ нихăçан та пушă тăмасть. Вĕренекенсене урок хыççăн та тĕрлĕ конкурса хутшăнма хатĕрлет педагог. Дистанциллĕ олимпиадăсене хутшăнтарать. Пĕлни хăйсемшĕн-çке.

Маргарита Михайловна хăй те ÿркенекенни мар. “Самый классный, классный” конкурса хутшăнчĕ вăл. Класс ертÿçин тивĕçне пурнăçласси те хистерĕ пулас çак утăма тума. 9-мĕш “б”ра вĕренекенсен вăл. Класра 20 ытла ача. Туслă вĕсем пĕр-пĕринпе. Экскурсисене тухаççĕ. Хусанта та пулса курчĕç. Пĕрлехи мероприятисем йĕркелеççĕ. Вĕсене ытти классенчи ачасене, ашшĕ-амăшне явăçтараççĕ. Спортпа туслă тăххăрмĕшсем. Сăмах май çакна та палăртмалла. Спорт ăмăртăвĕсенчен хăйсем те юлмаççĕ Николаевсем. Мăшăрĕ – Василий Васильевич – педагог. Çемье команди кашни хутĕнчех призлă вырăн çĕнсе илме тăрăшать. Çакăнта вĕсене çиччĕмĕш класри Лена та пулăшать. Аслисем – Сергейпа Оля – аслă шкул дипломĕсене илсе ĕçе те вырнаçнă ĕнтĕ.

Ачасене пуçпа шухăшлаттарса ĕçлеме хăнăхтарать М. Николаева. Районти физика, математика, информатика учителĕсен умĕнче пĕр хутчен çеç мар уçă урок панă вăл. Методика пĕрлешĕвĕн членĕсем те тивĕçлипе хаклаççĕ унăн ĕçне.

Шкул администрацийĕ те кăмăллă педагог ĕçĕпе. М. Николаева ĕçе чăн-чăнах килĕштерсе пурнăçланине çирĕплетеççĕ ертÿçĕсем. Хăв кăмăлламасан ачасене компьютер умĕнче тĕллевлĕ лартма çăмăлах пулмĕ. Çавăнпа ялан çĕннине, илĕртекеннине шырама тăрăшать те М. Николаева.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика