Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт хыпарĕсем

03 марта 2010 г.

Çĕнĕ Шупашкарта «Шиповка юных» çăмăл атлетика клубĕн ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта пирĕн районти Нăрваш Шăхаль тата Ишлĕ шкулĕсен командисем те хутшăнчĕç, начар мар çитĕ-нÿсем турĕç. Ишлĕ шкулĕнчи А. Прокопьева хăйĕн ушкăнĕнче 500 метра чупса пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Çăмăл атлетикăн виçĕ енĕпе ăмăртса вара Атăлçи округĕнче кĕмĕл медале тивĕçрĕ.

Шкул команди 4х200 метрлă эстафетăра иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ. 1999-2000 çулсенче çуралнă арçын ачасен ушкăнĕнче Ишлĕсем 4х200 метрлă эстафетăра виççĕмĕш, хĕрачасем – иккĕмĕш, 1995-1996 çулсенче çуралнă хĕрачасем иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Командăна М. Храмовпа М. Прокопьев тренерсем хатĕрленĕ.

Çак ăмăртурах Нăрваш Шăхальсем те ăнăçлă ăмăртрĕç. Ку шкулти 1997-1998 çулсенче çуралнă арçын ачасен тата хĕрачасен командисем иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕç. Вĕсене Т. Кудряшова тренер хатĕрленĕ.

Патăрьел районĕнчи спортшкулта спартакиада шучĕпе шкул ачисен шашка ăмăртăвĕ пулчĕ. 11 вăтам тата 3 тĕп шкул хушшинче чи вăйлисем çаксем пулчĕç: вăтам шкулсенчен Первомайскисем пĕрремĕш, Сăкăтсем – иккĕмĕш, Шăнкăртамри 1-мĕш шкул – виççĕмĕш, тĕп шкулсенчен Кивĕ Ахпÿртсем – пĕрремĕш, Çĕнĕ Ахпÿртсем – иккĕмĕш, Треньелсем – виççĕмĕш вырăнта.

Шупашкарта Чăваш Республикинче мала тухассишĕн хĕллехи велокросс ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта районти спортшкулăн Нăрваш Шăхалĕнчи И. Калентьева ячĕллĕ уйрăмĕн спортсменĕсем хутшăнчĕç. Хăйсен çулне кура А. Раськин, С. Михайлова, О. Терентьева, Е. Григорьев çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. 5-мĕш класра вĕренекен Павел Павлов иккĕмĕш вырăна тухма пултарчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика