Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙĕЛТĕРçĕСЕН ФЕСТИВАЛĕ

03 марта 2010 г.

Нăрваш Шăхалĕнче СССР спорт мастерĕ Николай Арсентьевич Николаев ячĕпе йĕлтĕрçĕсен фестивалĕ тата эстафетăллă амăртăвĕ пулчĕ. Шкул çумĕнчи йĕлтĕр йĕрĕ патне ял халăхĕ курма йышлăн пуçтарăнчĕ. Пурне те ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Яковлев, «Труд» хуçалăх председателĕ Н. Михайлов, шкул директорĕ В. Платонова сывлăх уявĕ ячĕпе саламларĕç, спорт çулĕ çинче ăнăçу, çемьере юратупа килĕшÿ тата çирĕп сывлăх сунчĕç, йĕлтĕрçĕсен фестивалĕ пуçланни çинчен пĕлтерчĕç.

Малтанах чи кĕçĕннисем, шкул çулне çитменнисем, старта тăчĕç. Вĕсенчен чи кĕçĕнни Арина Михайлова пулчĕ. Вăл икĕ çул та тултарман-ха, çапах та пĕчĕк йĕлтĕрпе самаях шăвать.

Вĕсем хыççăн старта пуçламăш классенче вĕренекенсем тăчĕç, хăйсен учителĕсемпе пĕрле çак пĕр çухрăмлă хушша самаях лайăх вăхăтпа шуса тухрĕç.

Малалла 5-7-мĕш классенче, 8-9-мĕш классенче вĕренекенсен, унтан 10-11-мĕш классенче вĕренекенсен тупăшăвĕсем иртрĕç. Ку ăмăртусем хыççăн масс-старт ирттерчĕç. Унта пур йĕлтĕр спортне юратакансем, шкул ачисемпе вĕсене вĕрентекенсем хутшăнчĕç.

Малалла çемьесен эстафетин тупăшăвне пăхса килентĕмĕр. Çивĕч тупăшура Валерий Михайлов çемйи çĕнтерчĕ, иккĕмĕш вырăнта Владислав Бородкинăн, виççĕмĕшĕнче – Василий Николаевăн çемйи.

Часах чи кĕтни – бригадăсен хушшинчи эстафета пуçланчĕ. Вĕсен пурĕ ултă этап чупмалла. Ăмăрту питĕ те çивĕч тупăшура иртрĕ. Йĕлтĕрçĕсем пĕр-пĕринчен ирте-ирте эстафетăна малалла парса пычĕç. Кам мала тухасси юлашки тапхăрта çеç палăрчĕ. Çивĕч кĕрешÿре виççĕмĕш бригада спортсменĕсем пĕрремĕш вырăна тухрĕç. Иккĕмĕш вырăнта – иккĕмĕш бригада йĕлтĕрçисем, виççĕмĕшĕнче пĕрремĕш бригада команди.

Мала тухнă тата призлă вырăнсене йышăннă йĕлтĕрçĕсемпе командăсене СССР спорт мастерĕ Николай Арсентьевич Николаев ячĕллĕ призсемпе хавхалантарчĕç.

Кăçал Николай Арсентьевич хăй килеймерĕ, мĕншĕн тесен вăл хăй те, спорт енĕпе ĕçлекенскер, Шупашкарта йĕлтĕрçĕсен фестивальне йĕркелесе ирттерессипе яваплă пулнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика