Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă çыннăм – асанне

01 июля 2009 г.

Манăн асанне – Клавдия Александровна Шалтынова – Шăмăршă районĕнчи Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Хăйĕн пурнăçĕнче тем те курнă. Мĕн кăна пĕлмест-ши вăл тата! Час-часах мана хăйĕн ачалăхне аса илсе темĕн те каласа парать. Çав тери йывăр пулнă вăл вăхăтра.

Çуралсан виçĕ уйăхран ашшĕ, тепĕр икĕ эрнерен, йывăр хуйха чăтаймасăр, амăшĕ çĕре кĕнĕ. Ача хăр тăлăха тăрса юлнă. Унсăр пуçне çемьере тата улттăн: вăл чи кĕçĕнни – çиччĕмĕш ача. Аслă пиччĕшĕ, Микула, кĕçĕн йăмăкĕсемпе шăллĕсене ура çине тăратасчĕ тесе тăрăшнă, çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ. Тăлăхсене усрама илес текенсем те тупăннă, анчах та Микула ачасем килтех, пурте пĕрле ÿсчĕр тенĕ, пĕрне те хăйĕнчен уйăрман.

1921 çулхи выçлăх пуçлансан иккĕшне Мускаври ачасен çуртне илсе каяççĕ. Йывăр пулнă çамрăк каччăна шăллĕсемпе йăмăкĕсене ура çине тăратма. Асанне те пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем тăрăшнипе ĕçчен, чипер хĕр пулса ÿссе çитĕннĕ. Вун сакăр çул тултарсан качча кайнă. Анчах çамрăк мăшăр нумаях пĕрле пурăнаймасть. Çулталăк иртсен асаттене салтака илсе каяççĕ. Таврăнма вăхăт çитсен вăрçă пуçланать. Мĕн кăна курма, тÿсме тивмен-ши асаннен вăрçă çулĕсенче! Аки-сухине те тунă вăл. Арçынсемпе тан вăрман каснă, окоп чавнă. Фронт валли ăшă алса-нуски те пайтах çыхнă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Çĕнтерĕве савăнăç куççулĕпе кĕтсе илнĕ. Кĕçех асатте те вăр-çăран таврăннă.

Асаннепе иккĕшĕ вĕсем сакăр ача çуратса ÿстернĕ. Ачисем ялан тутă, таса, тирпейлĕ çÿреччĕр тесе вăй-халне шеллемен. Нихăçан та вĕсем çине сас хăпартман, яланах ырра вĕрентнĕ. Ачисем вĕренсе çын пулччăр тесе тăрăшнă. Вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланнă – тăватă ачи аслă пĕлÿ илнĕ. Вĕсенчен пĕри, манăн атте, Селивестр Петрович Шалтынов ялта, районта, республикăра чапа тухнă агроном, Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ агрономĕ.

Мана хама та асанне пăхса ÿстернĕ, сăпка юрри юрласа хуллен сиктернĕ. Эпĕ хамăн асаннене питĕ юрататăп. Тăхăр вунă çул тултарнă май çĕр çула çитиччен пурăнма ырлăх-сывлăх сунатăп.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика