21 января 2009 г.
Çак кунсенче пирĕн пата эпĕ ла-йăх пĕлекен, хисеплекен çын (ятне асăнмăпăр) килчĕ. Газ кăмакин мăрйине хут тытса пăхрĕ “лайăх туртать” терĕ. 240 тенкĕ укçа тÿлеме ыйтрĕ. Ку юлташ районти ВДПО-ра штатра тăрать иккен. Вăхăтĕнче ун пек пушар дружини ялсенче те пурччĕ.
Эпĕ хам та унăн ĕçне хутшăннă. Кашни çулах çуркунне, çулла урампа çÿресе кил-çурт таврашне тирпейлеме, каткапа шыв лартма, вут-кăварпа асăрхануллă пулмаллине ăнлантарса çÿренĕ. Ку ĕçшĕн пĕр пус та халăхран укçа ыйтман, пире те тÿлемен. Халĕ пĕтĕмпех укçана куçнă ĕнтĕ. Ку обществăна икĕ хутлă çуртра темиçе суту-илÿ лавккине вырăн панăшăн аренда укçи илнисем хăйсене шалу пама çитеймест-ши; Мĕн ĕçлеççĕ-ха çак обществăра штатра тăракансем; Ку тарана çитсе эпĕ вĕсем халăх умĕнче пушар хăрушлăхĕ çинчен лекци, доклад, отчет тунине илтмен, курман. Чăн та, çуртсене газ кĕртнĕ чухне пĕри килсе пăхса газпа усă курма юрăхли çинчен хут çине алă пусса хăварса укçа илсе кайнăччĕ. Ытла та халь çакăн пек укçа пуçтаракансем нумайланчĕç. Укçана ăна ĕçлесе илмелле, вĕсен ĕçĕ вара курăнмасть-ха. Мĕншĕн тÿлемеле-ха вĕсене 70-80 çулхи стариксемпе карчăксен хăйсен 2000 тенкĕ ытларах илекен пенси ук-çинчен; Вĕсем мăрьене хăрăмран тасатса параççĕ-и, çурăлнă кăмакана саплама пулăшаççĕ-и;
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)