16 сентября 2008 г.
Пекинра иртнĕ çуллахи XXIX Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илнĕ Ирина Калентьева çинчен чылай калаçрăмăр, çыртăмăр, Патăрьел район хĕрĕ пултаруллине, маттуррине нумай тĕслĕхпе çирĕплетрĕмĕр. Иринăн çитĕнĕвĕ тÿрремĕнех унăн тренерĕпе Владимир Красновпа çыхăннă. Спортсменкăн
çĕнтерĕвĕ çав вăхăтрах тренерăн çĕнтерĕвĕ те. Кунта вĕрентекенĕн тÿпи питĕ пысăк. Çак медале вĕсем мĕнле çĕнсе илнĕ? Мĕншĕн “бронза” кăна, “ылтăн” мар? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравĕсене тупас тĕллевпе И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ профессорĕпе, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕпе Владимир Красновпа тĕл пултăмăр.
- Маунтинбайк, спортăн ытти тĕсĕпе танлаштарсан, çамрăккисенчен пĕри. Аталанма малтанах ăçта çул тупнă-ха вăл? Владимир Николаевич, унăн историне пĕлес килет.
- Маунтинбайкăн çĕршывĕ - Калифорни /АПШ/. Пит Ридчерс ертсе пыракан юрăçсен ушкăнĕ /йывăр рокпа кăсăкланнă/ концертсемпе тĕрлĕ штата çитнĕ. Канма тата юрăсем хайлама вĕсем сăртлă-туллă вырăнсене çÿренĕ. Пĕррехинче Пит урине амантнă, тухтăр сипленмешкĕн велосипедпа ярăнкалама сĕннĕ. Вăл час-часах уçăлма çÿренĕ, ытларах - сăртлă-варлă вырăнсене. “Çакнашкал çĕрте ярăнма меллĕ велосипед ăсталама пулмасть-ши?” - çуралнă унăн шухăш. Çакăн пирки пĕлĕшĕпе, автомашина мастерĕпе канашланă. Лешĕ, велочупуçă пулнăскер, велосипед евĕрлĕ “тимĕр урхамах” ăсталанă. Унăн 21 “передача” пулнă, “сăрт-ту велосипечĕ” ят панă ăна. Тикĕс мар вырăнсенче çÿреме меллĕскерпе Пит усă курма пуçланă, каярах - ушкăнри юрăçсем те. Çапла маунтинбайк - сăртлă-çырмаллă вырăнсенче чупасси çуралнă. Çакă ХХ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пулса иртнĕ. Ерипен сăрт-ту велосипечĕ çĕнелсе, лайăхланса пынă. Маунтинбайк майĕпен Америкăра сарăлнă, Европăна çитнĕ, унтан - Раççее.
- Вăл Чăваш Енре аталанма пуçлани мĕнле-тĕр пулăмпа çыхăннă-и?
- Вĕренекенсемпе “Тур де Франс” /темиçе кун шоссепе чупни/ чупăва хутшăнаттăмăрччĕ. Анчах манăн спортсменкăсем çĕнтерÿпе палăрмастчĕç: ÿкетчĕç, аманатчĕç. Вĕсене лайăх вĕрентес тĕллевпе ту-варлă, тÿрем мар трасса хатĕрлерĕм. Ăна тĕрĕслесе пăхма 1992 çулта тĕрлĕ регионран спортсменсем килчĕç. Шăпах çак пуçару республикăра маунтинбайка аталанма çул уçса пачĕ те. Çулталăкран Раççейре пĕрремĕш хут çак енĕпе чемпионат иртрĕ. 1993 çулта Раççейре спортăн çак тĕсне официаллă йĕркепе йышăнчĕç. 1996 çулта Атлантăра “кросс-кантри” дисциплинăна Олимп вăййисен программине кĕртрĕç. Унта манăн вĕренекен Н.Пашкова хутшăнчĕ.
- Илтнĕ тăрăх, маунтинбайк велоспортăн ытти тĕсĕпе танлаштарсан чылай кăткăсрах. Спортсменсен мĕнле правилăсене пăхăнмалла?
- Чăннипех те маунтинбайк ыттисенчен чи йывăрри. Вăл хăй тата темиçе тĕс çине пайланать: “кросс-кантри”, “триал”... Ăмăртнă чухне чи кирли, пĕлтерĕшли - велосипеда сыхласа хăварасси. Трассăна хăш-пĕр чухне питĕ кăткăслатаççĕ. Çавăнпа та ÿкни - тупăшу вăхăтĕнчи тăтăш пулăм. Спортсменсем ытларах “урхамаха” сыхласа хăварма тăрăшаççĕ, хăйсен сывлăхне упрасси иккĕмĕш вырăна куçать. Маларах правилăсем кăткăсчĕ, нумаях пулмасть вĕсене кăшт ансатлатрĕç. Сăмахран, халĕ трасса çинче техника тĕлĕшĕнчен пулăшу паракан 3 пункт пур.
- Калăпăр, спортсмен ăмăрту вăхăтĕнче велосипедран анчĕ те ăна йăтса кăшт чупса кайрĕ. Вăл правилăна пăсрĕ-и?
- Çук. Маларах пыраканни ÿкрĕ, хыçрин иртсе кайма вырăн çук. Ун пек чухне вăл велосипедне йăтать те чупса иртет. Сăмахран, Иринăн та Олимпиадăра çакнашкал самант пулнă. Анчах çак меслетпе тăтăш усă кураймастăн, мĕншĕн тесен вăхăта çеç çухататăн. Ăмăртура вара кашни çеккунт хаклă.
- Китайра трасса питĕ кăткăс пулнă теççĕ. Тĕрĕсех-и?
- Трассăна тĕрлĕ çĕршывра тĕрлĕрен йĕркелеççĕ. Пĕр çаврăмра вăтамран - 5-9 км. Китайра, сăмахран, 4, 3 км /6 çаврăм/ пулнă. Китайсем ăна питĕ кăткăслатнă: ансăр, шĕвĕр чулсемлĕ вырăнсем, тăвалла хăпармаллисем, чăнкă айлăмсем, сасартăк тĕл пулакан пăрăнăçсем. Халиччен Ирина кунашкал трассăпа тĕл пулманччĕ-ха.
- Ирина бронза медаль çĕнсе илнине мĕнле йышăнтăр?
- Пытармасăр каласан, питех хĕпĕртемерĕм. Ăмăртăва куçарман пулсан вăл тата та пысăк çитĕнÿ тăватчех. Мĕншĕн тесен йĕпе-сапаллă, пылчăклă çанталăкра питĕ лайăх чупать. Китай спортсменĕсем медаль çĕнсе илччĕр тесе çапла йышăну турĕç пулĕ. Çакнашкал пулăма пĕрремĕш хут асăрхатăп. Хăш-пĕр чухне юр та çунă, анчах ăмăртăва никам та куçарман.
- Спортсменка Лондонра иртекен Олимпиадăра “ылтăн” çĕнсе илетĕпех терĕ. Мĕнле шухăшлатăр, пултараять-и?
- Пултарать. Вăхăт çитрĕ. Ирина виççĕмĕш хут Олимпиадăна хутшăнчĕ. Кашнинчех малалла та малалла туртăнчĕ. Эпир унпа “ылтăн” патне пыратпăр. Вăл пирĕн пулатех.
- Владимир Николаевич, эсир спортсменкăна лайăх пĕлетĕр. Калăр-ха, характерпа вăл мĕнлерех?
- Патăрьел район пикине 1994 çултанпа пĕлетĕп, 7 класс хыççăн килчĕ ман патăма. Ирина характер тĕлĕшĕнчен питĕ çирĕп, йывăрлăхсене çĕнтерме пултаракан çын. Ума лартнă тĕллеве мĕнле пулсан та пурнăçлама тăрăшать. Ахальтен мар ăна чикĕ леш енче “салтак” хушма ят панă. Пĕррехинче вăл ăмăрту вăхăтĕнче йĕтес шăммине, тепрехинче чĕр куççине питĕ вăйлă амантнăччĕ. Ĕненетĕр-и, хăйне мĕнле йывăр пулсан та вăл финиша çитрĕ, дистанцирен тухмарĕ. Çавăнпа та çирĕплетсех калатăп: Ирина хăйĕн тĕллевне пурнăçлатех.
- Çÿллех мар, имшертерех пÿ-силлĕ чăваш хĕрĕ вăйлă та йăрă пулнинчен тĕлĕнетĕп тепĕр чух. Спортсменăн йывăрăшĕ, çÿллĕшĕ ăмăртура пĕлтерĕшлĕ-и?
- Ăмăртăва пухăннă спортсменсене сăнатăп: ыттисемпе танлаштарсан Ирина пĕчĕкрех, хытканрах. Вăл чылайăшне хыçа хăварассăн та туйăнмасть, анчах малтисен йышне тухать. Пĕтĕмĕшле илсен, йывăрăш, çÿллĕш пĕлтерĕшлĕ мар. Сăмахран, Пекинра Олимп чемпионĕ пулнă Сабина Шпитц /Германи/ 70 килограма яхăн таять, пирĕн Ирина - 45 кг çеç.
- Олимп вăййисене сирĕн тепĕр вĕренекен Вера Андреева хутшăнчĕ, финиша 22-мĕш çитрĕ. Унăн кăтартăвне мĕнле хаклатăр?
- Маунтинбайк ăмăртăвне хутшăннисенчен Вера чи çамрăкки /20 çулта/ пулнă. Тепĕр 4 çултан Лондонра иртекен Олимпиадăра вăл элитăсен ушкăнне /23 çултан аслисем/ кĕрĕ. Вера хальлĕхе япăх ăмăртнă теместĕп. Малашне вăл хăйне кăтартма тивĕç, пултарулăхĕ, тăрăшулăхĕ пур.
- Сирĕн ушкăнра малашлăхра пысăк çитĕнÿ тума пултаракан спортсменсем, ахăртнех, татах пур.
- Пур вăрттăнлăха та уçса памăп. Хальлĕхе Рита Семеновăн ятне асăнăп. Туятăп: вăл хăйне лайăх енчен кăтартатех.
- Пĕр май хĕрсем çинчен сăмахлатпăр эпир. Республикăри маунтинбайк хĕрарăм сăнĕллĕ кăна-им?
- Ман ушкăнра 15 çын, пурте хĕрсем. Тахçан арçын ачасемпе те ĕçлеттĕмччĕ, анчах нимĕн те пиçсе тухмарĕ. Пĕр çамрăка хатĕрлерĕм, ăна вара çара илсе кайрĕç. Ун хыççăн хĕрсене çеç ушкăна илетĕп. Арçынсенчен спортăн çак тĕсĕпе кăсăкланакансем пур, анчах вĕсем тĕнче шайне тухайман-ха.
- Велосипедпа, спорт формипе спортсменсене кам тивĕçтерет?.
- Ирина Германири профессионалсен пĕр командин йышне кĕрет. Çавă тивĕçтерет те ăна велосипедпа, формăпа. Калăпăр, Пекинра чупнă “тимĕр урхамахĕ” 180 пин тăрать, спорт форми вăтамран - 3 пин евро. Чылай чухне ЧР Физкультура спорт тата туризм министерстви пулăшать.
- Пысăк тупăшу хыççăн спортсменсем, ахăртнех, канаççĕ. Организм кантăр, сывлăх çирĕплентĕр тесен мĕн чухлĕ вăхăт кирлĕ?
- Икĕ эрне. Ытлашши кансан пухнă пахалăх çухалать. Ăна çĕнĕрен вăй илтерме вăхăт нумай кирлĕ. Çавăнпа кану виçеллĕ пулмалла.
- Владимир Николаевич, эсир нумай çул тренерта ĕçлетĕр, студентсене вĕрентетĕр. Çăмăл мар-тăр вĕрентекен пулма.
- Йывăрлăхсăр нимĕн те пулмасть. Шанатăр-и эпĕ 35 çул отпускра пулман тенине? Ĕненмелле мар пек, анчах ку чăнах та çапла. Студентсене вĕрентетĕп, тренировкăсем ирттеретĕп, кĕнекесем кăларатăп... Пурнăçламалли пур пĕр нумай-ха.
- Владимир Николаевич, Олимп чемпионĕсем çитĕнтерме сире сывлăх, ăнăçу сунатпăр. Эсир вĕрентнĕ спортсменсем чăваш халăхне тăтăшах çитĕнÿсемпе савăнтарччăр. Тавах ăшă калаçушăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)