23 июля 2008 г.
“Труд” хуçалăхра пăрçа 68 гектар йышăнать. Вырсарникун ăна çулма тухнă. Икĕ “Нива” комбайн лаптăк хыççăн лаптăк пушатаççĕ. Пĕрремĕш кунхине ултă гектар ĕçе вĕçленĕ.
Кооператив ертÿçи Н.Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, пăрçа начар мар çитĕннĕ. “Труженик” тата “Казанец” сортсем çулленех лайăх тухăç параççĕ. Специалистсем кăçал та гектартан 30 центнертан кая мар пуçтарса илесшĕн.
– Пăрçа анинче икĕ комбайн ĕçлесе ĕлкĕрессе шанатпăр. Ыттисене икĕ “Нивăпа” икĕ “Дона” ытти культурăсене пухса кĕртме тытатпăр. Вĕсене юсанă. Кăçал пĕрчĕллĕ культурăсем 1400 гектара яхăн, вăй хумалăх пур. Çанталăк шăрăх тăнипе пĕрчĕллĕ культурăсем хăвăрт пиçе пуçларĕç, çавна май ку эрне вĕçне хире тухма та тивет пуль, – тет Николай Петрович.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)