22 февраля 2007 г.
Чăваш халăх поэчĕ П.Хусанкай çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Ку уява республикипех паллă турĕç. Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлÿ паракан шкулта та П.Хусанкая халалласа литература каçĕ иртрĕ. Зала кирлĕ пек хатĕрленĕ: поэт портречĕ, кĕнекисен куравĕ, çыравçăн пултарулăхне ытти писатель-поэт хакланисем.
Уяв унăн биографийĕпе уçăлчĕ. Тĕрлĕ тапхăрти сăввисемпе, куçарăвĕсемпе паллашрăмăр. 5-мĕшпе 6-мĕш классенче вĕренекенсем “Чи ăста сăвă вулакан” конкурсра тупăшрĕç. Вĕсем Юхма ен тăрăхне, тăван чĕлхене, çĕр-шыва халалласа çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç. Конкурс çĕнтерÿçи 5-мĕш класс вĕренекенĕ Н.Михайлова пулчĕ. Надьăна шкул дирекцийĕ грамота парса чысларĕ. Уяв П.Хусанкайăн “Эпир пулнă, пур, пулатпăр” сăввипе вĕçленчĕ. Ăна К.Пыркина вуларĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)