27 января 2007 г.
“Кĕнеке-пĕлÿ çăл куçĕ, паха тупра, çынна ăс-хакăл пухма, тавра курăма анлăлатма, пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерме вĕрентет”, – çак сăмахсене Елена Николаевна шкулта вĕреннĕ чухнех çирĕп асра тытса юлнă.
Кĕнекесенчи кашни сăмаха ăша хывса, чун витĕр кăларма тăрăшнă хĕр ача. Ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан вĕренсе тухсан Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта та библиотекăран тухма пĕлмен. Алла аттестат илсен вара тÿрех Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине çул тытнă.
Унтанпах Татмăш библиотекинче вăй хурать Е.Дюкина. 23 çул хушшинче мĕнле кăна мероприяти ирттермен-ши; Çитĕнекен ăрăва кĕнекене юратма, унти ырă тĕслĕхсене пурнăçра усă курма вĕрентет библиотекарь.
Библиотекăра 9000 ытла кĕнеке. Иртнĕ çулта вулакансен йышĕ 500-тен те иртнĕ. Уйрăмах ачасем йышлăн çÿреççĕ кунта. Çуллахи вăхăтра хуласенчен килнисем те кĕнеке илсе вулаççĕ. 14-16 çулхисем валли “Ева” клуб ĕçлет. Унăн хăйĕн девизĕ. Тĕллевĕ çапла: çамрăксене ыр кăмăллăхпа илеме туйма вĕрентесси. Кашни уйăхăн пĕрремĕш шăматкунĕнче пуçтарăнаççĕ клуб членĕсем библиотекăна. Унта хăйсене килĕшекен ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Алена Пиляй, Настя Иванова, Кристина Головина, Наташа Шаймина, Ульяна Солдатова уйрăмах активлă. Вĕсемех кĕнекепе те туслă.
Аслă çулхисем те библиотекăн кĕтнĕ хăнисем. Акă, Клавдия Петровна Дюкина 79 çулта. Унăн формулярĕ кунта чи хулăмми. Килекен çĕнĕ кĕнекесене пĕрне те вуламасăр хăвармасть вăл. Пĕлтĕр ăна чысласа бенифис та ирттернĕ.
Елена Федоровна Лукина та кĕнеке хыççăн кĕнеке “шĕкĕлчет”. Ун ячĕпе те “Анне сана юратса” вечер йĕркеленĕ. Кĕнекепе туслă çемьесем те йышлă. Акă, Ивановсенех илер. Çемье пуçĕ Аркадийпе мăшăрĕ Елизавета, ывăлĕ Юрий, кинĕ Людмила, ачисем Иринăпа Настя, Антонинăпа Герольд Ивановсем вĕсен хĕрĕ Люда, мăнукĕ Снежана, Юрийпе Валентина Николаевсем чи нумай вулакансем.
Çак кунсенче 1-4-мĕш классенче вĕренекенсемпе “П.Хусанкай – чăваш поэзийĕн çар пуçлăхĕ” ятпа тематика вечерĕ ирттернĕ. “Авангард”, “Тантăш” хаçатсенче, “Самант”, “Тăван Атăл”, “Ялав” журналсенче пичетленекен статьясене те ушкăнпа вуласа сÿтсе яваççĕ.
Нумаях пулмасть В.Левуковăн “Авăра кĕрсе юлнă шыв” кĕнекинчи “Таиси” повеçĕпе вулакансен конференцине ирттернĕ.
Çывăх вăхăтра кунта тĕслĕх библиотеки уçăлмалла. Ун чухне паянхи технологипе туллин усă курма, вулавăша информаци тата тавра пĕлÿ центрне çавăрма, вăхăтпа тан утма, интернетпа çыхăнма, вырăнтан тухмасăр тĕнчепе паллашма майсем пулĕç. Çавна май халĕ библиотекăра юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ăна шалтан та, тултан та çĕнĕ сăн кĕртесшĕн, илемлетесшĕн. Уçăлнă хыççăн вăл пушшех те çынсен юратнă вырăнĕ пуласса шанас килет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)