Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алла тытать те купăса, каять вăл тарăн шухăша…

20 декабря 2006 г.

Чуна çав тери тунсăх пуссан, вăл хăйĕн чи çывăх юлташне чĕрçи çине илет. 80 çул туслă вăл унпа. Çичĕ çулта хут купăспа пуçласа паллашнă. Малтан темиçе тÿммине пусса купăс сас панине тĕрĕслет, ун хыççăн пĕчченлĕхе туяс мар тесе мĕн пур ăшă туйăм ытамĕнче ăна тăсса юрласа ярать. Вячеслав Александрович тепĕр виçĕ çултан тăхăр теçетке тултарать пулин те, мăнаçлă та уçă сасси кивелмен-ха. Кĕвĕ тактне те ăнăçлă пăхăнса тытса пырать.

“Как-то летом на рассвете Заглянул в соседний сад...” – юрласа ячĕ ветеран кĕвĕ çеммине урхамахпа тапăртатса пынă евĕр кăларса. Ун хыççăн тепĕр кĕвĕ пуçларĕ, виççĕмĕшне шăрантарса ячĕ... Пурте вăрçă темипе çыхăннисем. Юлашкине юрланă чухне В.Уруковăн куçĕсем те шывланчĕç, вăрттăн çеç тутисем те чĕтрерĕç... Вутлă вăрçă çулĕсем паянхи шухăшсене çĕнтерчĕç пулас.

Пурнăç тени никамăн та пĕр тикĕс килмест. Вячеслав Александровичăн та çавах. Паян вăл Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче чи ватă, çав вăхăтрах хисеплĕ çын. Хыçа юлнă кун-çул страницисене пĕрин хыççăн теприне уçсан аса илмелли те, каласа памалли те пайтах. Шăпа ăна ылтăн сăпкара çеç сиктермен. Вăл сакăр çулта чухнех вĕсене ашшĕ пăрахса хăварса урăх çемьере ăшă тупнă. Виçĕ ачана пĕчченех çитĕнтерсе воспитани панă Марье аппа. Çемье арканнă хыççăн тата мĕн чухлĕ шар курса çÿремен-ши вĕсем; Хĕл варринче çуртран хăваласа кăларнăскерсем çын мунчинче, тĕттĕм çĕрте икĕ çула яхăн пурăннă. Каярахпа амăшĕ тăрăшнине пула кукашшĕсен кивĕ çуртне сиплесе кăштах çутта тухнă. Тĕрĕссипе хăйсен кĕтесĕ тени çеç пулнă ĕнтĕ. Ачасем выçăллă-тутăллă, çие питĕрнĕ-питĕрмен ÿснĕ. Çапах та амăшĕ вĕсене мĕн пур вăйтан вĕреннĕ çын тума тăрăшнă. Вячеслав та ялти 7-мĕш класран чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă хыççăн Патăрьелĕнчи педучилищĕре пĕлĕве малалла тăснă. Каярахпа учительсен институтĕнче тавра курăмне анлăлатнă. Анчах та аслă шкултан вĕренсе тухайман, çирĕм тултарнă каччăна Çара илсе кайнă. Пурнăçăн тепĕр страницине шăпах çар хĕсмечĕпе, хаяр вăрçă çулĕсемпе çыхăннă кунсем çырăннă. Ултă çул ытла вăрçă пĕтичченех салтак тумне çирен яман вăл.

Житомир çывăхĕнче авиаци шкулне лекнĕ салтаксене вăрçă пуçлансан темиçе кунтанах тревогăпах тăван çĕр-шывăн шăпине татса пама илсе каяççĕ. В.Уруков тăрăшшĕпех авиаци полкĕнче самолетсене пăхса тăракан йышра пулнă.

Тăшманăн çăхан евĕр явăнса çÿрекен тĕрлĕрен маркăллă самолечĕсем паянхи кунччен те куç умĕнчен каймаççĕ, сассисем хăлхаран тухмаççĕ-тĕр. Кăнтăр енчи каç тĕт-тĕмлĕхĕпе усă курса тăшман ытларах çĕрле çине-çине пенĕ, бомба пăрахнă, çунтарнă... Темиçешер сутка куç хупман вăхăтсем мĕн чухлĕ пулман-ши! Ветеран Днепр шывĕ урлă каçичченхи пĕр вăрçă эпизодне аса илчĕ. Пĕррехинче тăшман тăхланĕ çине-çинех пирĕннисене хур тунă. Малалла куçма та, самолетсене çÿлелле хăпарма та паман. Сасартăк салтаксем çывăракан çуртпа юнашарах бомба ÿкнĕ. Хăрушлăхран тарса пурте чăл-пар саланнă. Пĕр салтак вара çакнашкал хăрушă саспа та тарăн ыйхăран вăранман. Çав тери ывăннăскер вилнĕ пек çывăрса кайнă пулас. Телейĕ те юнашарах çÿренĕ курăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл çак самантшăн, вилĕмрен айккинче юлнăшăн çĕр-аннемĕре ÿксе пуç çапнă, ăна ыталаса чуп тунă. Вячеслав Александровичăн хăйĕн те çакнашкал самантсем, вилĕмпе куçа-куçăн тăнисем пайтах пулнă. Вăрçă-çке вăл, хăрушлăхпа, çапăçупа, юнпа çыхăннă...

Лăпкăрах вăхăтра йывăр самантсене ирттерсе яма вара Вячеслав каллех хăйĕн хут купăсне алла илнĕ. Капăрах пуçтарăннă салтаксем ун тавра. Ун чухне вара çамрăклăх, юрату юррисем ытларах пуçа килнĕ.

–Пĕр вырăнтан урăх çĕре куçнă чухне автомашина çине хамăра ларма кĕтес çукчĕ, çапах та салтаксем манăн купăса та, мандолинăна та (унпа та ăста калать) хăвармастчĕç. Маншăн вĕсем вăрçă çулĕсенче те талисман вырăнне пулнă. Çавăнпа та эпĕ салтакран, вăрçăран таврăннă чухне те чылай салтаксем пек кучченеç мар, юратнă хут купăс туянса килтĕм. Юрă-кĕвĕ маншăн ĕмĕр тăрăшшĕпех пурнăç илемĕ пулнă, – терĕ те Вячеслав Александрович хальхи чăваш юррине кăмăллăн тăсса ячĕ. Савăнма сăлтав çук мар унăн. Хисеплĕ мăшăрĕпе (йывăр тăпри çăмăл пултăр) улăп паттăр евĕр тăватă ывăл çитĕнтернĕ. Интеллигентлă çемьере воспитани илнĕ ачасем пурте аслă шкултан вĕренсе тухнă. Виççĕшĕ вара тухтăр профессине суйласа илнĕ. Паян вĕсем пурте юратнă ашшĕпе мăнаçланаççĕ те, мухтанаççĕ те.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика