29 ноября 2006 г.
Вăхăт тени пĕрехмай хăй еккипе шăвать. "Раççей Федерацийĕн вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли тĕп принципĕсем çинчен" федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, ял тăрăх пуçлăхĕсем хăйсен полномочийĕсене, тивĕçĕсене пурнăçлама старт илнĕренпе çулталăк çитет. Халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлесе кайма вăхăт çителĕклĕ темелле. Кирек мĕн каласан та ял малашлăхĕ, тирпей-илемĕ, кил-çурт хăтлăхĕ ял тăрăх пуçлăхĕнчен, ертỹçĕсенчен килет-çке. Шăпах çак ыйтусемпе кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕпе В.В. Красновпа тĕл пулса калаçнă.
-Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕнчи социаллă-культурăллă объектсене çут çанталăк газĕпе хутса ăшăтас меслет çине куçарас тĕлĕшпе тимлетпĕр. Ку тĕлĕшпе чи йывăр ĕçĕсем хыçа юлчĕç темелле. Ял тăрăхне кĕрекен виçĕ ялĕнче те çывăх вăхăтрах котельнăйсене "кăвак çулăм" çине куçарасшăн. Унччен маларах вара Татмăш, Кивĕ Катек, Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕсенчи культура центрĕсене-клубсене тĕпренех юсаса çĕнетрĕмĕр, çĕнĕ сĕм кĕртрĕмĕр. Малашне çамрăксемшĕн те, ял халăхĕшĕн те культурăллă канма, савăнма, пушă вăхăта усăллă ирттерме хăтлă та кăмăллă ăшă кĕтессем пулĕç. Ял тăрăх центрĕнче - Çĕнĕ Ахпỹртре - тĕслĕх вулавăшĕ уçни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. С.Тукмакова библиотекарь çирĕплетнĕ тăрăх вулавăшра çĕнĕ вулакансем хутшăнни савăнтарать. Çак пĕлỹ центрĕнче кирек кам та хăйĕн тавра курăмне анлăлатма пултарать.
Паян пирĕншĕн тепĕр пысăк ыйту - Татмăшри икĕ çĕнĕ урама электрификацилесси. Ку тĕлĕш-пе те проекчĕсем хатĕр, ытти чылай ĕçсене те пурнăçланă. Çитес çул çак пысăк ыйтăва татса парасшăн.
Ял халăхĕшĕн тепĕр канăçсăрлантаракан шухăш вăл çул проблеми. Ку ыйту пирĕншĕн те çивĕч. Тирпей-илем кĕртмелли урамсем пайтах. Хăш-пĕр харсăр çынсем, пуçаруçăсем çак проблемăна татса пама хăвăртлатаççĕ-ха. Акă, сăмахран, Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакансем 4-5 урамра килĕренех укçа пуçтарса çулсене хăпартрĕç. Малашне вĕсене проектпах тирпейлесшĕн. Паллах, пурте харăс пулмĕ, çапах укçи пуçтарăннăçемĕн урамсене йĕркене кĕртсе пырасшăн. Ял халăхĕ тĕрлĕрен налуксене вăхăтра тỹлесен, укçи-тенкине те ытларах яла çĕнетнĕ çĕре яма пулĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)