Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăпа пилленĕ çулпа

22 июля 2015 г.

  

  

 

Кỹршĕллĕ Елчĕк районĕнчи Çуткỹлте Рая çут тĕнчене килнĕ вăхăтра (Казански Тур амăшĕн кунĕ) тавралăх хитреленсе-чиперленнĕ: улăх-çаранра тĕрлĕ чечек çеçке çурнă, сад-пахчара çырла пиçнĕ, çут çанталăкпа киленсе кайăксем юрă хыççăн юрă кĕвĕленĕ, уçланкăра куçа курăнман куккук такамăн çулĕсене пикенсех шутланă...

Арçын ача çуралсан салтака юрăхлă, хĕрача çут тĕнчене килсен вара çынна юрăхлă пултăр тенĕ. Райăн амăшĕ те çак сăмахсенех каланă. Шел, паянхи кун Раиса Васильевнан çывăх çыннисем пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ.

Хĕрĕн шăпипе килĕшсе вĕсем тем пекех савăннă пулĕччĕç. Хăйĕн юбилейне кĕтсе илме хатĕрленнĕ май Раиса Васильевна шухăшсемпе ачалăха çитсе тухать. "Аннен çепĕç аллисене, вăл çут çанталăк ытамĕнче мана çавăтса çỹренисене епле-ха манăн. Уяв кунĕсем çитсен мана çитсă кĕпе çĕлесе тăхăнтартатчĕ..."

Хальхи вăхăтра Татмăшри Çăкал юхан шывĕн пĕр ытарлă кĕтесне тĕпленнĕ Раиса Васильевна. Перекетлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ тутлă апат пĕçерме юратать. Мăнукĕсене чунтан (вĕсем виççĕн) кăмăллать. Пĕчĕкскерсен (асли 9 класран вĕренсе тухрĕ) кашни çитĕнĕвне, йăнăшĕсене те асăрхать, кирлĕ сĕнỹсем парать, сассине пач хăпартмасăр калаçса вĕсен савăнăç-телейне пĕрле пайлать.

Иртет-çке вăхăт, çитрĕ юбилей! Шăпах 60 çул тултарчĕ Р. Иванова (ỹкерчĕкре сулахайри). Кăмăл çирĕплĕхне упраса, вăй-хăватпа тỹсĕмлĕх çитерсе халиччен пурнăçра мĕн ĕмĕтленнине пурне те тума пултарнă вăл. Ашшĕ ир вилнĕрен 8 класран мала вĕренме пỹрмен ăна. Шăллĕсемпе йăмăкĕсене çăкăр çитерес тĕллевпе ĕçе кулĕннĕ хĕр. Пĕве кĕрсен вара качча тухнă. Юлташ хĕрĕпе Татмăша хăнана килнĕ те... Çапла хăйне валли Турă çырнă мăшăрне тупнă.

"Пурнăç çулĕпе юнашар утма ырă та кăмăллă, тăрăшуллă та тимлĕхлĕ мăшăр тĕл пупнишĕн шăпана пĕр вĕçĕмсĕр тав тăватăп",_ тет паян Олег Иванович пирки.

Мăшăрсен пĕр-пĕрне пĕлес тесен çур пăт тăвар çимелле, теççĕ. Ивановсем вара ăна ытларах та çинĕ. Çамрăксене тĕпрен уйрăлса тухса çурт лартма тивнĕ. Иртен пуçласа каçчен колхозра ĕçлесен те укçи-тенкине пухма май пулман. Хуçалăхри выльăхне сутса, кивçене кĕрсе вĕсем тепĕр çурт туяннă, йĕри-тавра хуралтисене çĕкленĕ. Çут тĕнчене килнĕ икĕ хĕрĕн (Светăпа Наташа) ури çине те ĕне çамрăклах пуснă: ачаранах çум çумлама, килти ĕçсене пурнăçлама, кайăк-кĕшĕк пăхма хăнăхнă.

_ Пĕр ĕçпе çеç ĕçлеместчĕ анне. Ирпе ирех колхоз столовăйне васкатчĕ. Кăнтăр апачĕ валли çакнă хуранти яшка вĕреме кĕрсен сысна фермине чупатчĕ. Ури тупанĕ çĕре перĕнмен ĕнтĕ. Вутпа пиçнĕ техĕмлĕ апата механизаторсене çитерме хăйех килетчĕ. Ăна пулăшаканĕ хире апатлантарма каятчĕ. Каçхине те час пушанайман. Çавăнпа эпир те килте мĕн пĕçермеллине пĕçерме (яшка, çăкăр, кукăль...), мĕн хатĕрлемеллине хатĕрлеме (хĕл валли помидор, хăяр, салатсем, варени, компотсем) çамрăкранах хăнăхса ỹснĕ. Паянхи кун çакăншăн савăнатпăр та. Кирек хăçан та çуртра апат-çимĕç сĕтел тулли,_ тет Елчĕк районне качча тухнă Света хĕрĕ.

Куллен çын хушшинче Раиса Васильевна. Районти Акатуй-Сапантуйра та пĕр хутчен çеç мар курнă эпĕ ăна. Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăхĕн ĕçчен хĕрарăмне сăнарлать вăл унта. Мĕн чухлĕ тĕрĕ илсе тухмасть пуль курава! Пурте вĕтĕ канвапа шăрçаланăскерсем. Пĕринчен тепри илĕртỹллĕ. Тематика тĕлĕшĕнчен те пуян: управçă-ангелсенчен пуçласа çут çанталăк илемĕ, кайăк-кĕшĕк таранах. Пỹртĕнче те, верандинче те, хĕрĕсен хваттерĕсенче те, тăванĕсенче те сахал мар куç виçине шăнăçман капăр пир татăкĕсем. Пурте килен-каян кăмăлне çĕклеççĕ. Хăйĕн ыйхă килмен каçĕсене сахал мар кĕскетет алă ĕçĕсемпе Раиса Васильевна.

"Çывăх çыннăмсем _ манăн тĕрев, _ тет çирĕп кăмăл-туйăмлă хĕрарăм. _ Манăн вăй-халăмпа ăс-хакăлăма вĕсем пуянлатса пыраççĕ. Ачасем, мăнукăмсем сывă та тĕреклĕ пулччăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвасшăн".

Çу кунĕ вăрăм пулсассăн та сисĕнмесĕр иртет. Олег Ивановичпа Раиса Васильевна ытларах пахчара кун кунлаççĕ. Кунта ĕçĕ çителĕклех: хăйсе йăпанмалăх тĕрлĕ культура çитĕнтереççĕ, хĕл каçмалăх çĕр улми тĕп сакай тулли кĕртеççĕ, сухан, севок, кишĕр, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те ỹстереççĕ. Кунтан ытла мĕн кирлĕ тата. Çуртне тунă, йывăçне лартнă, ачи-пăчине ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Пурăнмалла та пурăнмалла малалла, Турăран çирĕп сывлăх ыйтса.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика