24 мая 2014 г.
Республикăри ытти районсемпе танлаштарсан Патăрьел енĕ "пилотлисен" шутне кĕрет. Хамăрăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне кирлĕ пек тытса тăрас, тĕрлĕ шайри программăсене явăçса ырă улшăнусем тăвассипе Юхмапа Пăла тăрăхĕ кăтартуллă. Çакă чăн малтанах районти влаç çỹлти органсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленинчен, кашни ыйтăва вăхăтра тата кирлĕ пек татса панинчен килет. Сăмахпа ĕç пĕр килсен вара çитĕнỹ пулатех.
Майăн 21-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пулчĕ. Малтанхи калаçу Çĕнĕ Ахпỹртри вăтам шкулта пуçланчĕ. Районта йышĕпе тăваттăмĕш вырăнта тăракан ялăн чи çивĕч проблеми паян _ çĕнĕ шкул тăвасси. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕнче лартнă икĕ хутлă çурт вăхăтĕнче ял илемĕ шутланнă. Паян вара вăл самаях пусарăннă, çĕрĕшнĕ... Авариллĕ лару-тăрура темелле.Ялăн малашлăхĕ çук мар, çулсеренех çемьесенче ачасен шучĕ йышланса пырать: çулталăкне 15-16 пепке хушăнать. Паян 75 ача ялти шкула çỹрет. Унсăр пуçне тепĕр 44-шĕ район центрĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсене суйласа илнĕ. Çакă учительсен професси ăсталăхне тиркенипе çыхăнман. Шăпах кивĕ шкултан çутта тухас тени. Тутар Сăкăтĕнчи е Сăкăтри евĕр капăр шкул хута кайнă хыççăн никам та пĕлỹ илме аякка çỹрес темĕ. Ку ыйтупа Министрсен Кабинечĕн Председателĕ чылай ыйту пачĕ: мĕншĕн Патăрьел районĕнче çавăн чухлĕ çĕнĕ шкул кирлĕ, ачасем мĕншĕн кỹршĕ ялти шкулсене çỹремеççĕ...
_ Ялта шкул пĕтсен ял та пĕтнĕ пекех туйăнать. Хамăр халăхăмăрăн йăли-йĕркине, культурине сыхласа хăварас тесен пире вăл кирлех, _ çирĕппĕн калаçрĕ кун пирки шкул Канашĕн председателĕ, фермер хуçалăхĕн ертỹçи Евгений Мартышкин ял халăхĕ, шкул дирекцийĕ, вырăнти депутатсен Пухăвĕпе шкул Канашĕн чĕнсе каланипе паллаштарса.
Ĕçлĕ çул çỹревĕн тепĕр чарăнăвĕ "Красное знамя" хуçалăхра пулчĕ. Пĕр тикĕс шăтса тухнă уй-хир культурисемпе киленсе пынă май сухан-севок ани пуçне чарăнтăмăр. Сăкăтсем пахча çимĕçе 30 градус ăшăра пиçтермеççĕ. Патшалăх паракан çă-мăллăхпа усă курса виçĕ миллион тăракан сирпĕттерсе шăваракан агрегатăн уссине вĕсем иртнĕ çулах туйса илнĕ. Кăçал та темиçе кун каялла "çумăрчăкла выляма" пуçланă. Эпир пынă чухне те агрегат 15 гектарти севок ани çинче тикĕссĕн шуса çỹретчĕ. Сăмах май каласан, паян районта вунă хуçалăхра çакнашкал меслетпе пахча-çимĕçе, çĕр улмине, сахăр кăшманне нỹрлентерсех тăраççĕ.
_ "Исток" хуçалăх пĕлтĕр 100 гектарта çитĕннĕ сахăр кăшманне çак меслетпе çитĕнтермен пулсан, Чăнлăри сахăр завочĕ чĕр таварсăр та ларатчĕ пуль... _ хавхаланса калаçрĕ лайăх тухăç пирки район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов.
Иван Моторина ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров ертсе пыракан хуçалăхпа паллашма кăмăллах пулчĕ. Аван аталанса пыракан кооперативра строительство объекчĕсенче те ĕç вĕрет. Çывăх вăхăтрах кунта çĕнĕ конструкциллĕ ĕне витине, 1,5 пин тонна вырнаçмалăх çĕр улми хранилищине хута яма палăртнă. Уй-хир культурисен тухăçне ỹстерес, выльăх-чĕрлĕхрен пысăк продукци илес тĕллевпе те Сăкăтсем хальхи технологисемпе туллин усă кураççĕ.
Районта çулсеренех фермер хуçалăхĕсен йышĕ ỹссе пырать. Ку тĕлĕшпе Шăнкăртамсем кăтартуллă. Хальхи вăхăтра кунта ура тапса ĕçлекен 19 çĕр хуçи пур. Ял тăрăх пуçлăхĕ М. Айзатуллов каланă тăрăх, уйрăм çĕр хуçи пулас текенсем татах та пур. Министрсен Кабинечĕн Педседателĕ Иван Моторин Ф. Чабатов тата Т. Янтыков фермер хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлемелли цехсемпе те паллашрĕ.
А. Егорова
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)