09 августа 2022 г.
"Раççей почти" акционерсен пĕрлешĕвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Хисеп хăми çинче Кзыл-Чишмари почта çыхăну уйрăмĕнчи Елена Леонтьева почтальонкăна курсан савăнатпăрах", - теççĕ Красномайски ялĕнче пурăнакансем. Ентешĕ çакнашкал хисепе тивĕç пулни хăпартлантаратех ĕнтĕ. Почта сумккине хул урлă çакни пĕр теçетке çул ытларах çеç пулин те курăмлă. Çакна, паллах, Елена Григорьевна халăхпа пĕр чĕлхе тупнăран тивĕç пулнă.
- Эрнере пилĕк хутчен ял йĕри-тавра çаврăнмасан хамра канăç тупаймастăп. Почтальон кирек хăш килшĕн те кĕтнĕ çын. Уйрăмах ватăсем тунсăхлаççĕ,- тет Елена Леонтьева.
Чăнах та çапла. Хаçат-журнал салатмалла. Пĕринче - пĕри, тепĕр кунне тепри килет. Районти "Авангард" хаçата эрнере икĕ хутчен валеçет. Ăна 50 çемье ытла çырăнса илет. "Çамрăксен хаçачĕпе" "Хресчен сассине" кăмăллакансем те пур. Кашнийĕшне пичетленсе тухнă хыççăнах вулакан патне çитерме тăрăшать.
Пенсипе тивĕçтересси те вăхăта илет. Унпа пĕрле çыхăну уйрăмне килекен таварне те сĕнет. Кама хĕвелçаврăнăш çăвĕ, кама кĕпе çумалли порошок, кама консерва е ытти кирлĕ.
Ялта çыхăну уйрăмĕ е перекет банкĕн филиалĕ çукран электричествăпа, газпа усă курнăшăн, йăлари çỹп-çапшăн тỹлеме те Кзыл-Чишмана çитмелле. Ку енĕпе те аслă çулхисен ыйтăвне туллин тивĕçтерме тăрăшать почтальонка.
"Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕшĕн паракан тỹлеве те вăхăтра çитермелле.
Кĕрлĕ-çурлă пылчăкра та, хĕллехи çил тăманра та çак ĕçсемех Елена Григорьевнăн. Тепĕр чухне почта сумккине урăхрах таварпа тултарасси çеç улшăнать. Çыхăну уйрăмĕнче халĕ пурте пур. Пахчара акса-лартса çитĕнтермелли вăрлăх, вĕсене хурт-кăпшанкăран хỹтĕлемелли им-çам... таранах.
Кил хуçалăхри ĕçсенче те харсăр Лена. Маларахри çулсенче выльăх-чĕрлĕхне те ытларах тытатчĕç, çĕрпе ĕçлетчĕç. Пăянамăшĕпе пăятамăшĕ те ырă канашпа пулăшсах тăратчĕç. Вĕсемпе мăнукĕсене çитĕнтерме те çăмăл пулчĕ.
Икĕ ача çуратса ỹстерчĕç Леонтьевсем. Хĕрĕ тĕп хулара пурăнать. Çемьеллĕ. Ывăлĕ вара тепĕр чухне ашшĕне улăштарать. Яманчỹрел - Шупашкар маршрутпа пассажирсене турттарать.
Кзыл-Чишмаран Красномайски ялне çỹремелĕх пур пулин те ỹпкелешмест почтальонка. Вăрман çумĕнчи уçă сывлăш, ял халăхĕн хисепĕ хавхалантарать ăна.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)