29 октября 2021 г.
Ача-пăчана çитĕнтернĕ вăхăтра хĕрарăм вутлă кĕпе тăхăнать теççĕ. Çак сăмахсене çирĕплетсе Кзыл Чишмара пурăнакан Фания Шайдуллина чĕрине хытарса, çав вăхăтрах мĕн пур кăмăлне уçса йышăнчĕ. Кун валли вĕсен сăлтавĕ пысăк. 12 çул каялла Фания Хамзеевнăпа Фанияр Асадуллович йĕкĕреш ачасен медицина картти çинче йывăр чир пулнине палăртса çырнине пăхмасăрах çичĕ уйăхри инвалидсене хăйсен хỹтлĕхне илнĕ. –
Çакнашкал шухăш ман пуçра Айнур ывăлăм çут тĕнчене килнĕ хыççăнах тĕвĕленчĕ. Ăна эпĕ йывăр çуратнă. Кайран та чир аптратнăран тухтăрсем эпир урăх çак сăлтавпа савăнăçа пайлайманнине каларĕç. Шанчăк юлашкинчен вилет, теççĕ. Ĕмĕтпе пурăнакансем яланах çунатлă. Телей тени те шăла çĕмĕрсе кĕрет теççĕ. Çапла пĕррехинче ăнсăртран районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн 1-мĕш страницинче, "Ахрăм" ярăмра тăлăх йĕкĕрешсене хỹтлĕх кирлине çырнăччĕ. Çакă çеç кирлĕ пулнă пире... Хыпар шухăш авăрне çĕнĕ кĕвелĕк ячĕ. Ун чухнех манăн куç умне пĕчĕк чиперккесем тухса тăчĕç... Пĕрин хыççăн тепри каçса кайса йĕреççĕ, амăшĕн кăкăрне шыраççĕ пек... Куçран вĕри куççуль пăчăртанса тухрĕ. Çакăн хыççăн эпир мăшăрăмпа вĕсем пирки районти опека уйрăмне шăнкăравласа пĕлтĕмĕр. Кунти специалистсем тỹрех пĕчĕк пепкесем пирĕн пулма пултарассине шантармарĕç. "Иккĕшĕ те йывăр чирлĕ. Вĕсене кашни кунхи тимлĕх, сиплев кирлĕ...",-терĕç. Пурпĕрех хамăр шухăша улăштармарăмăр,- аса илет тăлăхсене хăйсен мăшăр çунат айне илнĕ амăшĕ. Çапла вара каярах сусăрсемпе тăлăхсен енне ырă кăмăлтан алă тăсакан хастар та пултаруллă мăшăра ачасен правине хỹтĕлекен комиссинче те, ытти органсенче те хапăл тунă.
- Çывăх чунсене пĕрре курсанах хамăра ашшĕпе амăшĕ вырăнĕнче туйрăмăр. Вĕсем пире больницăна кашни килмессеренех çĕр çинчи чи çывăх çынсем пек илентерме пуçларĕç. Кашни каймассерен черчен те имшеркке пепкесем валли кучченеç илсе кĕреттĕмĕр. Эрне вĕçĕнче вĕсене мăшăрпа чăпăл туса та хăвараттăмăр. Хĕрачасене паянхи кун та питĕ пысăк тимлĕх кирлĕ. Эпир яланах больницăра выртса сипленетпĕр, операцисене çỹретпĕр, реабилитаци ирттеретпĕр... Апла пулин те ачасем куç умĕнче чиперленсе, аталанса пыни савăнтарать,- ырă кăмăлне пытараймасăр калаçрĕ ачасен амăшĕ.
Шайдуллинсем Ольгăпа Иринăн (халĕ вĕсене Алия тата Азалия тесе чĕнеççĕ) пурнăç шăпине хăйсен яваплăхĕ çине илнĕ хыççăн икĕ çултан ачасен правине хỹтĕлекен районти уполномоченнăйсен ушкăнĕпе çак çемьере манăн та пулса курма тỹр килнĕччĕ. Ун чухне чиперккесем виçĕ çултан иртнĕ пулин те лайăхах утаймастчĕç-ха. Хăйсем тĕллĕн тĕрлĕрен хускану тума та йывăрччĕ. Айрат пиччĕшĕ вĕсемпе каçса кайсах вылятчĕ. Çапах та вĕсем ун чухнех чĕвĕл чĕкеç чĕлхипе чăвашла та, тутарла та, вырăсла та калаçатчĕç. Ку тĕлĕшпе мăнукĕсене (çаплах ăшшăн калатăп) кукамăшĕ, Нариме Аллямовна, педагог-ветеран чылай пулăшнă. Хĕрачасем ун чухнех Фанияпа Фанияршăн çутă уйăх, çул тỹпери йăлтăр çăлтăр пулни сисĕнетчĕ. Паян та çаплах. Çемье вĕсемшĕн пысăк телей, савăнăç. Хăтлă çуртра ачасене пурăнма, аталанма вара мĕн пур услови çителĕклĕ: хĕрачасемшĕнех кил хуçи пỹлĕмсенчи урайне ăшăнмалла тунă, кашнийĕн уйрăм кĕтес, ура тĕпĕсене массаж тумалли, ытти тренажерсем, ятарлă сĕтел-пукан, кашнийĕн компьютер та пур. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх...
Алияпа Азалия çеç мар, вĕсен ашшĕпе амăшĕ те паянхи кун çемьере хăйсене телейлĕ туяççĕ. Хĕрачасем Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта улттăмĕш класра вĕренеççĕ. Пушă вăхăтра ташлама, Инди сериалĕсене пăхма, артистсен пурнăçĕпе кăсăкланма кăмăллаççĕ. Амăшне çăмăл ĕçсенче пулăшаççĕ: савăт-сапа сăваççĕ, урайне пылесоспа тасатаççĕ, япала çăвакан автомат-машинăна ĕçлеттереççĕ тата ытти те. Чи пĕлтерĕшли тата чуна çывăххи вара иккĕшĕ те ашшĕпе амăшне çеç мар, хăйсене йăмăкĕсем вырăнне хурса йышăннă Айнур пиччĕшне те çав тери юратаççĕ. Хусанта хăйĕн çемйипе пурăнаканскерне вĕсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Ачан пỹрни ыратнă чухне те амăшĕн чунĕ ыратать теççĕ. Фания Хамзеевнан малтанхи çулсенче пепкисемшĕн çывăрман каçсем, вĕсене шеллесе куççулленнĕ самантсем сахал мар пулнă. Турă аллине юлнă тăлăх пепкесене савăнăç, телей кỹме пултарнишĕн савăнаççĕ паян Шайдуллинсем. Вĕсене май пур таран хавхалантарма, чун тĕпренчĕкĕсемпе пĕрле пулма тăрăшаççĕ.
Социаллă яваплă çемье ыттисемшĕн ырă тĕслĕх. Кăçал вĕсем районта йĕркеленĕ "Çулталăк çемйи" конкурса хутшăнса çĕнтернĕ. Районти комисси Шайдуллинсен пархатарлă ĕçне пысăка хурса хакланă. Çывăх вăхăтра вĕсен çак чыса республикăра хỹтĕлемелле пулĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)