04 октября 2019 г.
Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем "Юрату тата ырă кăмăллăх" социаллă проектпа килĕшỹллĕн Кзыл Чишмари ваттисен çуртне уяв концерчĕпе çитрĕç.
Мероприятие Р. Архипова вĕрентекен тăрăшнипе пуçарса янăччĕ. Ку хутĕнче Р. Архипова, А. Носкова, В. Макарова, В. Ширтанов, Г. Рубцова вĕренекенĕсем гитарăпа, баянпа выляса тĕрлĕ юрăпа савăнтарчĕç.
Е. Мишина тата Р. Чуварова вĕренекенĕсем хатĕрленĕ парнесем, чечексем, открыткăсем кăмăлĕсене татах та çĕклерĕç.
Çитĕнекен ăру ватăсене амăшĕсем пĕçернĕ кукăльсемпе хăналани тата та чуна ăшăтрĕ.
Çак проектпах искусство шкулĕ нче вĕренекенсемпе вĕренте- кенсем Шăмăршăри ваттисен çуртне çитсе те савăнтарчĕç.
А. Антонова , искусство шкулĕн директорĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)