05 июля 2019 г.
Аталаннă обществăн тĕп тĕллевĕ - çын, унăн нушисем çине тимлĕх уйăрасси, пурăнма лайăх услови туса парасси. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çак çул-йĕрпе ĕçлеççĕ те. Çапах та районти кашни ял тăрăхĕнчех влаçпа халăх хушшинчи çыхăну пĕр шайра мар. Çавна май тĕрлĕ ыйтăва татса парасси, программăсене явăçасси тата ытти те расна. Ку тĕлĕшпе 100 кун каялла çеç ял тăрăх пуçлăхĕ пулма çирĕплетнĕ Раил Харисович Камалов ертсе пыракан Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче ĕç-пуçа мĕнле йĕркелесе пыраççĕ-ши? Çак тата ытти ыйтупа кăсăкланса эпир ял пуçлăхĕпе тĕл пулса калаçрăмăр.
- Ватăсем пĕр çын утсан йĕр, çĕр çын утсан çул пулать теççĕ. Раил Харисович, муниципалитет службинче "присяга" йышăнни нумай пулмасть пулин те, влаçпа халăх уйрăлми пĕр чăмăр пулмаллине туйса илтĕр-и?
- Паллах. Паян эпир, влаçрисем, ялта пурăнакансен ырлăхĕшĕн ĕçлетпĕр, анчах халăх пулăшăвĕсĕр, ăнланулăхĕсĕр ырă улшăну тăваймастпăр. Ял аталанăвĕ те, тирпей-илем те, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртесси те - пурте пĕрлехи вăйран килет.
- Ял пуçлăхĕпе унăн специалисчĕсем çеç кашни çемьери лару-тăрăва, уйрăм çыннăн шухăш-кăмăлне, чун ыратăвне пĕлсе пĕтереймĕç, халăх патне çĕнĕлĕхсене те вăхăтра илсе çитереймĕç. Ку тĕлĕшпе эсир мĕнле майсемпе усă куратăр-ши?
- Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлать тенĕ евĕр, кирек мĕнле пуçарăва е шухăша та халăхпа канашламасăр пикенме тăрăшмастпăр. Мĕншĕн тесен пĕр çыннăн - пĕр шухăш, çĕр çыннăн- çĕр шухăш, унтан ыррине суйласа илме пулатех. Ку ĕçре ял пуçлăхне чăн малтан пулăшса пыракансем - ял старостисем, халăхпа власть хушшинчи кĕпере хывакансем. Вĕсем виçĕ ялта пĕрер çын: З. Абдуллин, Н. Мышов, Ф. Мифтяхов. Унсăр пуçне çичĕ çынран тăракан обществăлла канаш членĕсем те пысăк пулăшу кỹреççĕ. Кашни эрнере эпир вĕсемпе тĕл пулса уйрăм канашлу ирттеретпĕр, малашлăх плансене пĕрле пăхса тухатпăр, кашни ыйтăва пĕрле сỹтсе яватпăр. Халăхпа канашласа тăвакан утăм тĕрĕс çул тесе шутлатăп. Тĕрĕссипе старостăсен пĕлтерĕшне, статусне ỹстерни хальхи вăхăтра питĕ вырăнлă, куншăн савăнатăп çеç.
- Раил Харисович, район администрацийĕн юлашки канашлăвĕсенче сирĕн ял тăрăхĕ çỹп-çап реформине пурнăçа кĕртес, ялсенче тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе кăтартуллисенчен пĕри пулнине час-часах асăнчĕç. Çакăн ăнăçлăхĕ те пĕрремĕш вырăнта халăхпа пĕрле пулни тесе ăнланмалла пулĕ...
- Хуçалăхран пуçтарăнакан хытă каяшсемшĕн тỹлевпе татăлмалли ял çыннишĕн тĕлĕнмелле хыпар пулчĕ, паллах. Пирĕншĕн те çавах. Çапах та эпир ăна хĕç пек йышăнмарăмăр. Çынсемпе çĕнĕлĕх пирки уççăн калаçрăмăр, ăна вăхăтра тỹлемесен пени çеç ỹссе пынине ăнлантартăмăр. Хальхи вăхăтра пирĕн поселенинче пурăнакан çынсен 60 проценчĕ ытла (районта чи пысăк кăтарту) çăмăллăхшăн вăхăтра тỹлесе пырать. Çывăх вăхăтрах пуçару бюджечĕпе, халăх пая кĕнипе, çỹп-çап пуçтармалли площадкăсене йĕркене кĕртсе контейнерсем вырнаçтаратпăр. Вунпĕр вырăнта пулĕç вĕсем. Пĕри - Чĕпкасра, Кзыл Чишмапа Красномайскинче - пилĕкшер.
- Паян ытти ялсенче те вырăнти халăх вăйĕпе çулсем сараççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ. Çак йĕркене хăнăхса пыратпăр ĕнтĕ. Ку тĕлĕшпе сирĕн те малашлăх плансем, ĕмĕтсем пур-тăр-ха?
- Чăн малтанах Красномайскинче клуба юсаса çĕнетнĕ çĕрте ял çыннисем пысăк хастарлăх кăтартнине палăртса хăварасшăн. Масарсене, çул айккисене, урамсене тирпейлĕ тытасси, курăксене вăхăтра çулса тăрасси - пирĕн хальхи тĕп тĕллев. Июль-август уйăхĕсенче Красномайскинче Çамрăксен урамĕнчи çула якатса вак чул сарасшăн. Ялсенчи кашни урама кĕрсе-тухма чăрмавсăр çул кирлех. Çак ĕçре те каллех халăхпа пĕр чĕлхе тупса вăй хумаллах.
А. ЕГОРОВА калаçнă
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)