20 марта 2018 г.
Пирĕн çĕршывра хут купăс яланах хисепре. Кирек хăш уява та унсăр ирттерейместĕн. Туй кĕрлеттереççĕ-и, çамрăксене çĕршыва сыхлама ăсатаççĕ-и, юбилейсем палăртаççĕ-и - кашнинчех алла хут купăс тытаççĕ. Çак музыка инструментне халалласа конкурссем те йĕркелеççĕ. Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче те пулчĕ вăл. С. Мышовăпа З. Карсакова ертсе пынă концертра, акă, гармонистсем тупăшрĕç. Ю. Кадушкин, О. Мышов, Н. Габидуллов ăстасемпе пĕрлех Гелюзе Хамматова та хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. Хĕрарăмсем те кирек хăш тупăшура та арçынсенчен пĕрре те кая мар иккен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)