07 марта 2018 г.
ÇАК КУНСЕНЧЕ Кзыл Чишма ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Чĕпкас ялĕнчи тыл хастарне, салтак арăмне, çичĕ ача амăшне Мериямбану Давлетшиновна Мифтахетдиновăна район тата вырăнти администрацисен представителĕсем пысăк юбилейпе - 90 çул тултарнă ятпа - Раççей Президенчĕн тата район администрацийĕн ăшă саламĕсене тата парнине çитернĕ.
15 çын пурăнакан пĕчĕк ялта эпи вăрăм ĕмĕрлĕ кинемейсенчен пĕри. Анчах та урамра (ялта пĕр кас çеç) унтан аслăраххи те пур. М. Хасянова вара кăçал хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Минибаян аппа паян ывăлĕпе тата хĕрĕпе пурăнать. Çулĕпе чи кĕçĕнни те çак çемьеренех: хисеплĕ ĕç ветеранĕн Зеферия хĕрĕ 57 çулта.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)