25 апреля 2017 г.
Темиçе çул каялла Аслă Чемен ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Чеменсене халăхра шỹтлесе "ĕрчемен Чемен" тенине илтсен чăн малтан шалт тĕлĕннĕччĕ. Çак ялсене мĕншĕн апла хаклаççĕ-ха? Юплесе калани вара пурнăçпах çыхăннă иккен. Пĕр вăхăтра çак пысăках мар ялта питĕ нумай авланман арçын хунаса кайнă-мĕн. Умра çемье тĕллевĕ, çумра арăм пулмасан, йăх-ăрата малалла тăсаймăн çав, чăнах та ĕрчеймĕн...
Çак кунсенче Кзыл Чишма ял тăрăхĕнче информаци ушкăнĕпе пулма тỹр килнĕ хыççăн, нумай созыв ял тăрăх депутачĕ пулнă А. Салимгереев хастар тепĕр хыпарпа тĕлĕнтерчĕ. Вăл шутласа кăларнă тăрăх, çак тутар ялĕнче виçĕмçул çитмĕл хусах пулнă! Çакна ĕненмесĕр те тăраймăн. Ялта пĕлтĕрпе виçĕмçул пĕр ача та çуралман.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)