Кзыл-Чишминское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1 Портал района Администрация Батыревского района banner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çĕклет, ỹркев ỹкерет

21 марта 2017 г.

 Ялти культура çурчĕн сцени çинче Алиса мăнукĕпе Ирина кинĕ аннене халалланă юрра шăрантарнă чухне куççуль кăлармасăр чăтаймарĕ Красномайскинчи Юлия Михайловна. Ятарласах курма кайнăччĕ вăл концерта. Хăйĕн ачисем çитĕннĕ чухне пушă вăхăт сахалрах та пулнă. Халĕ вăл çителĕк-лех. Выльăх-чĕрлĕхне самаях тытаççĕ пулин те кил тĕрĕшри ĕçсене кинĕ пурнăçлать. Мăнукĕсене çитĕнтерме çеç пулăшать тесен те тĕрĕсрех пуль Ю. Сироткина пирки.

_ Энтепе хĕрĕ пулнă эпĕ. Вăрласа кĕчĕç те çак ял кинĕ пулса тăтăм. Ỹкĕнĕçĕм çук пĕртте. Анатолий Ивановичпа ултă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăлартăмăр. Ăрăва малалла тăсакансем ĕç тĕлне пĕлсе ỹсрĕç. Паян нихăшĕншĕн те пите хĕретесси çук,_ тет 80 çула ярса пуснă ватă

Пилĕк хĕрĕ пилĕк çĕре вырнаçнă Сироткинсен. Алена Алманчăна, Альбина Шăмалака, Мария Арланкассине качча тухнă. Иринăпа Елена та çемьеллĕ. Вĕсем Шупашкарта пурăнаççĕ. Пурте мăшăрсемлĕ. Çуртлă-йĕр- лĕ, хваттерсемлĕ. Ывăл-хĕрсем çитĕнтереççĕ. Володя вара тĕпе юлнă. Паян унăн 4 ачи çитĕнет.

_ 40рех тăлăха юлтăм. Кĕçĕнни ашшĕ вилнĕ чухне виççĕреччĕ. Нăйкăшса лараймастăн. Чăтма тиврех. Фермăра та ĕçлеттĕм. Çуллахи вăхăтра ачасем валли пай илеттĕм. Выльăх-чĕрлĕх те тытнă. Ачасене ирпе тин сунă сĕт ĕçтернĕ,_ тет иртнине куç умне кăларса Юля аппа.

Тĕпрен уйрăлса тухса çурт лартнă пулнă вĕсем. Кинне пăянамăшĕ те килĕштернĕ. Нихăçан та пĕр-пĕрне сив сăмах каласа курман вĕсем. Ватти кĕçĕн ывăлĕн çемйипе нумаях пурăнман. Володя çуртне куçса килнĕ.

Пăянамăш тăприпе кинĕн тăпри пĕр, теççĕ. Паян çакна çирĕплетсех калама пулать. Юля аппа Иринăна мухтаса çеç тăрать. Çакна тивĕç те çамрăк. Мăшăрĕ, пĕрлештернĕ хуçалăхра ĕç çукран, ял тулашĕнче çỹрекелет. Килте вара сăвăнакан икĕ ĕне, пушмак пăру тата пĕчĕккисем пур. Пурне те вăхăтра апат памалла, сумалла, шăвармалла, тислĕкне тасатмалла. Кун каçа вĕсен умĕнчен те пăрăнма çук. Сăвăм хыççăн сĕте пуçтаракана памалла. Савăт-сапа çеç куллен мĕн чухлĕ çумалла. Ĕлкĕрет Ирина. Ирхи ĕçе тирпейленĕ хыççăн Алисăпа Викăна шкула кăларса ямалла. Катя ача садне çỹрет. Толик та унта кайма хатĕрленет.

Çулла ĕç тата хушăнать. Пахчана акса-лартмалла. Çу каçиччен кашни культурăна çум курăк- ран темиçе хутчен çумламалла. Помидора, хăяра, купăстана шăварса тăмалла. Чечексене те юратать çемье. Ĕçлĕхлĕ пулни çаксенчен те курăнатех.

Арçын алли пур çĕре çитни те сисĕнет. Çуртăн иккĕмĕш хутне тирпейленĕ. Пурăнмалла тăвасшăн ахăртнех. Гаражне, хап- хине, пỹрт умĕнчи решеткисене çĕнетнĕ. Пурте паянхи условисене кура. Малашлăх ĕмĕчĕсем те пысăк Сироткинсен. Ачисене тĕреклĕ ура çине тăратасшăн вĕсем. Ĕçе юратни ỹркеве кăлармасть. Ĕçлекен палăртнă тĕллев патне çитетех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429355 Чувашская Республика Батыревский район д.Кзыл- Чишма, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83532) 67896
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика