14 марта 2017 г.
Çуркунне кунран-кун вăй илсе пырать, çавна май Красномайскинчи "Колос" агрофирмăра акана хатĕрленме пуçăннă. Çакă хуçалăхăн техника паркне кĕрсенех сисĕнет. Вăй хуракансем _ Владимир Николаев механизатор, Ильдус Сабитов водитель тата ыттисем те _ тракторсемпе автомашинăсене юсанă, халь кăкарса çỹремелли хатĕрсене тирпейлеççĕ. Сăмах май, кунта сỹ- рене, культиватора, сеялкăна виçĕ çул каялла çеç туяннă.
Кĕлетре те ĕç шавĕ тăрать. Хуçалăхра вăй хуракансем шăпах тыр-пул вăрлăхне кондицие лартассишĕн тăрăшаççĕ. "Петкус" машина шăкăлтатса çеç ĕçлет, ăна Владимир Алексеев пăхса тăрать. Техника тени çĕмĕрĕлме те пăхать, ăна вăл çийĕнчех юсать. Яваплă тапхăра кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе ярас, кĕркунне пỹлме тулли тухăç пухса кĕртес тесен паянхи ĕçе ырана хăварма юрамасть.
Агрофирмăн 800 гектар ытла çĕр: 91 гектарĕ ял тăрăхĕ администрацийĕн, ытти _ ялта пурăнакан çынсен çĕр пайĕсем. Пĕлтĕр хуçалăх çак лаптăкра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, çĕр улми, сахăр кăшманĕ çитĕнтерчĕ. Нумай çул ỹсекен курăк 30 гектарччĕ, ăна тата 35 гектар хушса акнă. Тыр-пул тухăçĕ пĕр гектартан 22 центнерпа танлашнă. Кăçал та кашни тăваткал метр çĕрпе туллин усă курма тĕллев лартнă. Ĕç планĕпе килĕшỹллĕн пăрçа _ 80 гектар, тулă _ 120, урпа _ 160, сĕлĕ _ 20, "иккĕмĕш çăкăр" _ 15, сахăр чĕкĕнтĕрĕ 100 гектар (пĕлтĕр 60 гектар пулнă) акмалла. Кусемсĕр пуçне хура тулă та çитĕнтерме шухăшлаççĕ. Кĕрхи культурăсене 240 гектар никĕсе хывнă.
Арендăна илнĕ çĕр пайĕсемшĕн агрофирма вăхăтра татăлса пырать. Пĕлтĕр кашни пайшăн 250 килограмм тырă панă.
Тухăç еплерех пуласси вăрлăхран нумай килет, çакна шута илсе ăна çулленех çĕнетеççĕ. Пĕлтĕр кĕрхисенне туяннăччĕ, кăçал массăллă репродукциллисен шутне куçнă çурхисене пахалăхлисемпе улăштараççĕ. Республикăри пĕр хуçалăхпа кун пирки килĕшỹ тунă.
Çĕр-аннемĕр амалантăр, тухăç патăр тесен тăпра пулăхлăхне те ла- йăхлатмалла. Агрофирмăра юлашки çулсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене минераллă удобренипе варăнтарса никĕсе хываççĕ.
_ Çак кунсенче удобрени турттарма пуçăнатпăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсене хатĕрлесе çитернĕ. Акана çĕр нỹрлĕ чухне ирттерсе ярас тесе тăрăшатпăр, _ пĕлтерчĕ "Колос" агрофирмăн директорĕ Борис Думилин.
Хуçалăха выльăх-чĕрлĕхсĕр аталанса пыма йывăр, çавăнпах ĕнтĕ Красномайскисем ăратлă сурăхсем усрама пуçăннă. Малашлăх пирки сăмах пуçарнă май Борис Петрович агрофирмăн кассине укçа ытларах кĕртме, алă-ура çавăрса пыма ĕне-выльăх та тытма майсем шыранине каларĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)